Патăрьелти спорт шкулĕн тата унăн ертÿçин ĕçне Раççей шайĕнче хакланă

Питĕр хулинче çĕршыври хушма пĕлӳ паракан чи лайăх 100 учреждение чысларĕç. Лауреатсен йышне Патăрьелти ачасемпе çамрăксен «Паттăр» спорт шкулĕ кĕнĕ. Унта мĕнле чемпионсене хатĕрлени пирки Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Патăрьелти ача-пăча физкультурăпа спорт комплексне 11 çул каялла уçнă. Унтанпа вăл хăйĕн ятне тахçанах тӳрре кăларнă. Пĕлтĕр кăна кунта ăсталăхне туптакан 5 çамрăк «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ, 15-ĕн кандидат пулнă.

Футбол, çăмăл тата йывăр атлетика, велосипед ăмăртăвĕ, икĕ тĕрлĕ кĕрешӳ, шывра ишесси - пĕтĕмпе 13 спорт енĕ. Çитес вăхăтра тата каратэ секцине йĕркелеме палăртнă. Патăрьелти спорт шкулĕн филиалĕсем паян районти 8 ялта ĕçлеççĕ. Вĕсенче кашни кун тенĕ пекех пине яхăн çын сывлăхне çирĕплетет. Спортсменсене 26 тренер тĕрлĕ ăмăртăва хатĕрлет.

Красновсен çемйинче харăсах 4 çын «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Алексей Егорович вара иртнĕ çул çĕршыври хушма пĕлӳ паракан шкулсен чи лайăх директорĕ пулса тăнă. Çакă ăна тата тухăçлăрах ĕçлеме хистет.
Спорт шкулĕнчи ачасем тĕрлĕ ăмăртура Чăваш Ен чысне те хӳтĕлеççĕ. Николай Мазяков, сăмахран, республикăн триатлон ушкăнне кĕме пултарнă.

Патăрьелсем хăйсен мухтавлă ентешĕсен паттăрлăхĕпе хăватланса спортра тата та пысăкрах çитĕнӳсем тума талпăнаççĕ. Сывлăха çирĕплетмелли майсем кунта пурин валли те çителĕклĕ.