Кăрлач уйăхĕ хĕллехи спорт вăййисемпе пуян

Кашни район-хуларах кунсерен тĕрлĕ ăмăрту иртет. Нумайăшне паллă ентешĕсене халалласа йĕркелеççĕ. Елчĕк тăрăхĕнче те йăлана кĕнĕ тупăшусем çулсерен пĕлтерĕшне ӳстерсе кăна пыраççĕ.

Алексей Енейкин, Петр Никифоров, Иван Макеев

Елчĕк районĕнчи йывăр атлетика ăмăртăвне пуçарса янă Николай Малькова халалланă тупăшу яланах Çĕнĕ Çул уявĕпе пĕр килет. Турнира Николай Матвеевич пурăннă чухнех - 90-мĕш çулсенче йĕркелесе янă. Чăваш АССРĕн малтанхи чемпионĕсенчен пĕри тата рекордсменĕ çамрăксене спорта явăçтарас тесе нумай тăрăшнă. Ырă ĕçе халĕ Елчĕкри çамрăксен фончĕ пулăшнипе йĕркелеççĕ. Кăçал вăл 40-е яхăн спортсмена пухрĕ.

Районта йывăр атлетика аван аталанать. Хĕрсем те, каччăсем те сахал мар çитĕнӳ тăваççĕ, Республика шайĕнче палăраççĕ. Çак ĕçре ачасене хавхалантарни паха. Тупăшура çĕнтерекенсене медаль-грамота тата укçа параççĕ.

Лащтаяпасем вара 2-мĕш çул «Сывă наци» ятпа акци йĕркелеççĕ. Ятарлă значок та хатĕрленĕ вĕсем. Çитĕнекен ăрăва аслисенчен тĕслĕх илсе паттăр пулма хăнăхтараççĕ. Ялта 10-мĕш хут Иван Павлов ячĕпе кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ.

Лащ Таяпара пурăннă Иван Павлов хăй вăхăтĕнче кĕрешме юратакан çамрăксене Мускава та илсе çӳренĕ. Ялти спорт залне юсама, ăна тĕрлĕ инвентарьпе пуянлатма пулăшнă. Çамрăксенче спорт пуласлăхне курас тесе чунне панă. Унăн пуçарăвне асра тытса ку тăрăхра халĕ ытти спорт енĕсене те ăнăçлă аталантараççĕ.