Чăваш Енре йăлана кĕнĕ «Çĕр улми» курава хатĕрленме пуçланă

Вăл нарăс уйăхĕн вĕçĕнче иртĕ. Унта камсем хутшăнассине тата мĕнле ыйтусем сÿтсе явассине пире «Агро-инновации» предприяти директорĕ Николай Васильев каласа кăтартрĕ.

Екатерина Фомина, Екатерина Янгалакова

Çĕр улми туса илекенсем кăçал 11-мĕш хут Шупашкара пухăнĕç. Хальлĕхе çĕршыври 10 ытла регион тата Беларуç Республики хутшăнма кăмăл тунă. „Иккĕмĕш çăкăра“ халалланă çакнашкал курава Раççейре пирĕн республикăра кăна ирттереççĕ.

куравра çĕр улми туса илессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç. Специалистсем çĕнĕ сортсем, экспорт пирки калаçĕç.

Курава республикăри хуçалăхсем кашни çулах хутшăнаççĕ. Ыттисене кăтартмалли пирĕн те пайтах. Сăмахран, „Слава картофелю“ предприяти çĕр улми вăрлăхĕ кăларас тĕлĕшпе ĕçлет, пĕлтĕр ятарлă лаборатори уçнă. „Пирĕн те ыттисенчен вĕренмелли нумай. Курава çак тĕллевпе хутшăнатпăр та“, теççĕ хуçалăх ертÿçисем. „Иккĕмĕш çăкăра“ халалланă уяв республикăра пурăнакансене те илĕртет. Йăлана кĕнĕ тăрăх кунта çĕр улми вăрлăхĕ туянма пулать.

Курав Николаев космонавт урамĕнчи суту-илÿ комплексĕнче икĕ кун ĕçлĕ. Вал нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче уçăлĕ.