Вĕрентекене асăнса спортсменсем кавир çине тухрĕç

Хĕрлĕ Чутайра ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ. Ăна ентешĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Юрий Шереметьев ячĕпе йĕркеленĕ. Тĕплĕнрех – сюжетра.
Екатерина Фомина, Иван Макеев
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем Хĕрлĕ Чутайне пиллĕкмĕш хут пуçтарăнчĕç. Республикăри 15 районтан тата Иваново облаçĕнчен 150 ытла спортсмен килнĕ. Турнира Юрий Шереметьева асăнса йĕркеленĕ.

Туктамăш ялĕн мухтавлă ывăлĕ Юрий Николаевич нумай çул шкулта учительте, директорта ĕçленĕ. Районти физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Вăл тăрăшнипех нумай çамрăк ирĕклĕ майпа кĕрешсе сумлă çитĕнÿсем тунă.
Ывăлне те Юрий Шереметьев спортпа туслаштарнă. Алексей каратэ енĕпе тата алла-аллăн тытăçакансен Европа тата Раççей шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтернĕ. 2013-мĕш çулта пурнăçран уйрăлса кайнă ашшĕн ятне манăçа кăларманшăн турнира йĕркелекенсене тав турĕ.

Çĕнтерÿçĕсене 12 виçе категорийĕнче палăртрĕç. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пĕлÿ илекен Вадим Иванов (вăл хĕрлĕ трикопа) ку ăмăртăва пĕрре мар хутшăнать. Пĕлтĕр те, кăçал та пъедесталăн çÿлти картлашки çине хăпарчĕ. Сăмах май, хĕрлĕчутайсем турнирта пурĕ 6 медаль çĕнсе илчĕç. Вĕсен тренерĕсем хăй вăхăтĕнче шăпах Юрий Шереметьев патĕнче ăсталăхне туптанă. Çирĕп кăмăллă, хастар педагог пире тем пек йывăр пулсан та çĕнтерÿ патне ăнтăлма вĕрентнĕ, - теççĕ вĕсем.

Иваново облаçĕнчен килнĕ спортсменсем турнирта икĕ медаль çĕнсе илчĕç. Çитес çул та хăнана çитме шантарчĕç. Çакнашкал тупăшусене хутшăнма май пурри çамрăксемшĕн паха та пĕлтерĕшлĕ. Хăйсене те кăтартаççĕ, ыттисен ăсталăхĕпе те паллашаççĕ. Çакна шута илсе Хĕрлĕ Чутай районĕнче кăçал тĕрлĕ ăмăрту сахал мар ирттерме палăртнă.