ГТРК Чувашия / Кăрлач уйăхĕнчен пенси саккунне çĕнĕлĕхсем вăя кĕчĕç
Версия сайта для слабовидящих

18 августа 2019 04:27   18°   $66.00 €73.22

11.01.2019 17:35

Кăрлач уйăхĕнчен пенси саккунне çĕнĕлĕхсем вăя кĕчĕç

Федераци документĕнче пенси çулне  тата тивĕçлĕ канăва маларах тухмалли çăмăллăхсене çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех - Елена Дмитриева корреспондент каласа кăтартать.

Елена Дмитриева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов

Нина Семенова 1981-мĕш çултанпа „АБС ЗЭиМ Автоматизация“ пĕрлешÿре тăрăшать. Завода вăл шкул пĕтерсенех вырнаçнă. Кăçал кăрлач уйăхĕн виççĕмĕшĕнче хĕрарăм 55 çул тултарнă. Пенсие тухасси пирки вăл заявлени пĕлтĕр кĕркуннех çырнă. Ун чухне ăна саккуна улшăнусем кĕртнĕ пирки тепĕр çур çул ĕçлемелле пулать, тенĕ.

Нумай çул ĕçленĕшĕн Юрий Еремеев та 60 çулта пенсине тухма пултарĕ. Юбилей вăл кăрлачăн 5-мĕшĕнче паллă тунă.

Çĕнĕ саккунпа килĕшӳллĕн, тăватă ача çуратса ӳстернĕ хĕрарăмсем пенсие 4 çул маларах тухма пултараççĕ. Виçĕ ача пулсан — виçĕ çул.

Пенси фондĕнче шутланă тăрăх, кăçал республикăра 2400 çын тивĕçлĕ канăва  маларах тухма пултарать. 2020-2022-мĕш çулсенче пенси çулне çитекенсем валли уйрăм çăмăллăх çирĕплетнĕ. Вĕсем 6 уйăх маларах тивĕçлĕ канăва кайма пултараççĕ.