Çăмăллăх илме ансатрах пулĕ

Патшалăх пулăшăвĕпе çыхăннă ял хуçалăхĕнчи страхлав йĕркине улшăнусем кĕртеççĕ. Кун пирки калакан саккуна Раççей Президенчĕ алă пуснă.

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров
 
Раççей ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, иртнĕ çул çанталăка пула çĕр ĕçченĕсем 7 миллиард ытла тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. 27 регионта чрезвычайлă лару-тăру тесе йышăннă. Федераци бюджетĕнчен тăкаксене саплаштарма 2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Нумай хуçалăх паянхи кун инкек-синкекрен сыхланасси çине алă сулнă. Страхлама хаклă та кăткăс, - теççĕ вĕсем.  Саккуна улшăнусем кĕртни лару-тăрăва улăштарасса шанаççĕ экспертсем. Малашне мĕн чухлĕ тухăç пĕтнине шута илмĕç. Унччен вара акнă лаптăкăн 30 проценчĕ юрăхсăра тухсан çеç страхлав компанисенчен пулăшу ыйтма пултарнă. Çавăн пекех документра çут çанталăк инкекĕсен йышне палăртнă. Унта халĕ вăйлă та вăраха кайнă çумăра, маларах юр ларнине, тăпран çиелти сийĕ шăннине те кĕртнĕ. Унсăр пуçне тăкак тÿснине ĕнентермелли йĕрке ансатрах пулĕ. Саккун пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.

Агропромышленноç комплексне аталантармалли патшалăх программинче ытти çĕнĕлĕх те нумай. Тĕпрен илсен, вăл субсиди уйăрассипе çыхăннă. Теплица комплексĕсем тăвакансен тăкакĕсене текех саплаштармĕç. Сăмах май, Чăваш Енрен ку пулăшăва пĕлтĕр «Ольдеевская» агрофирма илнĕ.

Унсăр пуçне сурăх ĕрчетекен хуçалăхсен тăкакĕсен 20 процентне саплаштарĕç.  Малашне ача-пăча валли типĕтнĕ  сĕтрен çимĕç хатĕрлекен производство  йĕркелекенсене те пулăшĕç. Выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекенсем валли те çăмăллăхсем пур.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмахĕпе, иртнĕ çул пирĕн республика агропромышленноç комплексне аталантарма 2 миллиард та 900 миллион тенкĕ тивĕçнĕ. Ĕçе пуçăнакан 21 фермер, 9 çемье ферми тата 3 кооператив грант илнĕ. Ку пулăшу  кăçал та пулать. Çитес эрнере «Агро-инноваци» предприятири специалистсем фермерсем валли семинарсем ирттерме пуçлĕç. Унта проект çырма, документсене хатĕрлеме вĕрентĕç.