Чăваш Енре тырă ытларах экспорта ăсатма пуçланă

Иртнĕ çул пирĕн республикăра 632 пин тонна ытла тырă кĕлете кĕртнĕ.  49 пин тонна çурă вăрлăх хывса хăварнă. Халĕ хуçалăхсем ăна акма тасатаççĕ, сутлăх та хатĕрлеççĕ. Тырă пахалăхне, ăна епле упранине Раççей ял хуçалăх надзорĕнчи специалистсем асăрхасах тăраççĕ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Тĕрĕслевсем тăтăшах иртеççĕ. Нумай пулмасть Прокуратурăра ĕçлекенсемпе пĕрле рейда тухнă, 11 районти ял хуçалăх предприятине çитнĕ. Çавăн пекех çĕршыв Правительствин хушăвĕпе те тĕрĕслевсем йĕркеленĕ. Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Чĕмпĕр облаçĕнчи Управленийĕн аслă инспекторĕ Светлана Ярусова пĕлтернĕ тăрăх, йĕркене пăснă тĕслĕх сахал мар тупнă. Тырă пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне çирĕплетекен документ çуккине, управăшсем ыйтнине тивĕçтерменнине шута илнĕ.  Пухса кĕртнĕ тухăçа çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсемпе е урăх япаласемпе пĕрле упрама юраманнине те уяса тăмаççĕ хуçалăхсем. Вĕсенчен асăрхав органĕсем çирĕп ыйтни ахаль мар. Иртнĕ икĕ çулта Раççейре урăх çĕршыва тырă ытларах сутма пуçланă. Çав шутра пирĕн республика та. 2017-мĕш çулта 114 тонна ăсатнă пулсан, пĕлтĕр - 7 пин тонна. Тĕпрен илсен, Монголи, Казахстан, Узбекистан, Польша, Иран, Латви, Беларуç çĕршывĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ. Экспорт ÿсни Чăваш Енре карантинпа фитосанитари вырăнĕсем çуккипе те çыхăннă, - теççĕ Раççей ял хуçалăх надзорĕн специалисчĕсем.