«Уçă хула» порталта тĕп хулари транспорт реформипе çыхăннă сасăлав малалла пырать

Ăна унччен раштав уйăхĕн 29-мĕшчен ирттерме йышăннă. Ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине кура сасăлава кăрлач уйăхĕн 15-мĕшчен тăснă.
 
Леонид Петров, Владимир Синдеев            

Автобуссен ĕçне иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  улăштарнă, çапах та хăш-пĕр микрорайонта пурăнакансем транспорт реформипе халĕ те кăмăлсăр. Апла пулин те хула влаçĕ ку ыйтăва асăрхасах тăрать. Тĕрлĕ çитменлĕхе халăхпа ирттерекен тĕл пулусенче çĕклеççĕ. Çавăн пекех район администрацийĕсем çумĕнче хастарсен ятарлă ушкăнсене йĕркеленĕ, интернетра сасăлав пуçарнă. Çакăн валли 12 ыйту суйланă. Вĕсене «Уçă хула» порталта вырнаçтарнă.  Хальхи вăхăтра сасăлава 3 пин те 500 çын  хутшăннă. Вĕсенчен çурри ытла  улшăнусем кирлине палăртнă.  Çакă 9 автобус тата 4 троллейбус маршручĕсене пырса тивет. Ку вăл 7-мĕш, 12-мĕш, 20-мĕш, 22-мĕш, 26-мĕш, 46-мĕш, 41-мĕш, 42-мĕш, 45-мĕш автобуссем тата 15-мĕш, 18-мĕш, 19-мĕш, 22-мĕш троллейбуссем. Хăшпĕр маршрут пирки уйрăмах çивĕч тавлашу пырать. Сăмахран, пĕрисем 22-мĕш  автобус çулне унччен çÿренĕ пекех тăвасшăн. Теприсем вара - хальхипе кăмăллă.  45-мĕш маршрут тĕлĕшпе вара çынсен 43 проценчĕ  ăна кăнтăр - хĕвеланăç районĕнчен килнĕ чухне хальхи пек Гагарин урамĕпе мар, Ленин проспекчĕпе сулахаялла пăрăнса,  Карл Маркс, Воробьев композиторсен, унтан Калинин урамĕсемпе кайса, унчченхи çул çине кăларасшăн. Çынсен тепĕр 33 проценчĕ çакна хирĕç.

Сасăлав вĕçлениччен нумай та вăхăт юлмарĕ. Енчен те сире тĕп хулари обществăлла транспорт ĕçĕ-хĕлĕ хумхантарать пулсан – хастартарах пулăр.