Красноармейски районĕнче Виталий Петров паллă юрăçа аса илчĕç

Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Петров 25 çул каялла пиртен уйрăлса кайнă. Ытла та кĕске пулнă пултаруллă юрăçăн ĕмĕрĕ, 40 çул пурăнса халăх юратăвне тивĕçнĕ артиста сума суса вăл çуралса ÿснĕ ялта асăну каçĕ ирттерчĕç.
 
Марина Карягина, Анжелика Артемьева, Юрий Васильев

Вăйлă саслă, тапса тăракан чун-чĕре хăвачĕллĕ  Виталий Петров юрăç сăнарĕ нихçан манăçми. Вăл çуралса ÿснĕ çурт çине асăну хăми çапнă. Çывăх çыннисем ун умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Ял музейĕнче – артист кунçулĕ çинчен каласа паракан кĕтес. Районти историпе тăван тавралăх музейĕн пуçлăхĕ, Владимир Серафимов, Виталий Егоровичăн тантăшех темелле, вăл пултаруллă ентешне тăван ялпа, çĕр ĕçченĕсемпе çывăх пулнишĕн ырлать.

Виталий Петров пĕчĕкренех кĕвĕ-çемĕ енне туртăннă, 7-8 классенче вĕреннĕ чухне куракан умĕнче юрлама тытăннă. Кайран Шупашкарти музыка училищинче, ГИТИС-ра тата Саратоври консерваторире пĕлÿ пухса Чăваш патшалăх филармонийĕн солисчĕ пулса тăнă, унта  „Чăваш Ен“ ансамбль йĕркеленĕ. Амăшĕ ытла янкăс саслă пулнă иккен – Виталий Егорович ăна пăхнă теççĕ. Амăшĕ хăй те ăна „Ку ача артистах пулать пуль“ тесех ÿстернĕ-мĕн.

Çар хĕсметĕнче Виталий Петров, чикĕ леш енче, Венгрире тăнă, пирĕн ентеш унта та тăван халăх юррисене шăрантарнă-мĕн, чăваш кĕпи илме ятарласа килне килсе кайнă.

Трак ен – кĕвĕ-çемĕ ÿнерне юратакан тăрăх. Асăну каçĕнче Виталий Петров репертуарĕнчи хайлавсем янăрарĕç. Ун юррисен сăмахĕсене çыракансенчен пĕри, Юрий Сементер Чăваш халăх поэчĕ, ентешĕсене çĕнĕ кĕнекине парнеленĕ май Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ çинчен пĕлтерĕшлĕ самантсем аса илсе каласа пачĕ.

Ырă ĕç – ĕмĕрлĕх, теççĕ. Юррисем халăх чунĕнче пурăннă чухне юрăç сăнарĕ манăçмĕ.