«Т-34» фильм тĕнче прокатне тухать

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕршыври кинотеатрсенче «Т-34» фильм кăтартаççĕ. Çĕнĕ картинăпа çак кунсенче кăна темиçе миллион çын паллашма ĕлкĕрнĕ. Ыран вăл тĕнче прокатне тухать.

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова

Фильм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтне сăнлать. 1941-мĕш çулта Николай Ивушкин совет салтакĕ нимĕçсен танк ротине хирĕç çапăçса тыткăна лекет. Унта темиçе çул пулнă хыççăн лагерьтен тарма шут тытать. Хăй пек хăюллă çынсене пухса «Т-34» танкпа тăшман аллинчен хăтăлма пултарать.

Фильма Пĕтĕм Раççей патшалăх телерадиокомпанийĕ пулăшнипе ӳкернĕ. Унăн авторĕ тата режиссерĕ Алексей Сидоров. Тĕп сăнарсене Александр Петров, Виктор Добронравов, Ирина Старшенбаум, Антон Богданов, Семен Трескунов тата ытти актерсем калăпланă. Ытларах Мускавра, Калугапа Мускав облаçĕсенче ÿкернĕ. Хăш-пĕр пулăмсене - Чехире: Прагăпа Терезин хулисенче тата тĕрлĕ залра. 25 пысăк калăпăшлă декораци хатĕрленĕ.
Этем историйĕнчи чи хăрушă вăрçăри пулăмсене сăнлакан çĕнĕ фильм кураканшăн чăннипех те калама çук кăсăклă пулнă. Картина пĕрремĕш кунĕнчех 111 миллион та 335 пин тенкĕ пухнă.

Кинотеатрсене çынсем çемйисемпе, тăванĕсемпе е тус-тантăшĕсемпе пыраççĕ. Вăл йышра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем те пур. Агриппина Янович фронта 1943-мĕш çулта кайнă. Санитар вут-çулăм айĕнчех аманнă салтаксене сипленĕ. «Т-34» танксене те лайăх ас тăвать 94-ри ветеран.

Тĕнче шайне тухакан премьерăра паттăрлăхпа пĕрлех таса юрату, пурнăç çинчен шухăшлаттаракан самант та чылай.

Кăсăклă фильма пăхас текенсен вăхăт пур-ха. Ăна кашни кинотеатртах кунне темиçе хут та кăтартаççĕ.