ГТРК Чувашия / Куславккара волейбол енĕпе йăлана кĕнĕ уçă турнир иртрĕ
Версия сайта для слабовидящих

18 августа 2019 03:55   18°   $66.00 €73.22

10.01.2019 17:35

Куславккара волейбол енĕпе йăлана кĕнĕ уçă турнир иртрĕ

Кăрлач уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсем ăмăртусемпе пуян пулчĕç. Пĕтĕмпе республикăра 650 спортпа çыхăннă ĕç-пуç ирттернĕ.  Вĕсене сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан 373 пин çын хутшăннă. Куславккари физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли «Атăл» комплексра, сăмахран, волейбол енĕпе мала тухассишĕн арçынсем тупăшрĕç.

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин
  
Йăлана кĕнĕ ăмăртăва кăçалхипе çирĕммĕш хут йĕркеленĕ. Ăна пуçарса яраканĕ - Чăваш патшалăх канашĕн депутачĕ Юрий Зорин. Хальхинче мала тухассишĕн 11 ушкăн тупăшрĕ: Шупашкарти «Скала» тата «Ирбис», çавăн пекех Тăвай, Муркаш, Куславкка, Çĕрпӳ  районĕсенчи командăсем. Унсăр пуçне турнир сумне Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсенчен, Тутарстанран тата Марий Элтан килнĕ ушкăнсем ÿстерчĕç. Парне фончĕ те пĕлтерĕшлĕ - 60 пин тенкĕ.

Чи вăйлă ушкăнсен йышĕнче малтанах Хусанти «Фикс» командăна асăнмалла. Унта вылякан 3 волейболист çĕршывĕпе паллă «Динамора» тупăшнă. Çавăнпа та ушкăн ăсталăхĕ пысăк пулни каламасăрах паллă. Унсăр пуçне хусансем ку турнирта унччен икĕ хут çĕнтернĕ. Çавăнпа та хăнасем хайсене питĕ ирĕклĕ туйрĕç. Çапах та кил хуçисем те лăпланса лармарĕç. Куславккари «Средний Аниш» ушкăн çурма финалта шăпах „Фикс“ командăпа вăй виçрĕ. Çивĕч кĕрешÿре хăнасем вăр-вартарах пулчĕç. Кăçалхи турнирта çавăн пекех тăвайсем палăрчĕç. Унччен вĕсем малти вырăнсене пĕрре те тухайман. Кăçал вара „Аль“ ушкăн финала çитрĕ.  

Тĕп вăйă питĕ кăсăклă иртрĕ. Çĕнтерӳçĕне палăртма икĕ парти çителĕклĕ пулчĕ. Кубока виççĕмĕш хут Хусанти «Фикс» команда  çĕнсе илчĕ. Тăвайсен - кĕмĕл медаль. Çавăн пекех ушкăнри Алексей Ожиганов турнирăн «Чи лайăх выляканĕ» ята тивĕçрĕ.