Шупашкарта Хĕл Мучисен парачĕ иртрĕ

Чăваш Енре уяв кунĕсенче 500 ытла ĕç-пуç йĕркеленĕ. Кашни кăмăл тăвакан «Çĕнĕ çул çÿревне» хутшăнма, тĕрлĕ районпа хулара пулса курма пултарчĕ. Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре вара Хĕл Мучи резиденцийĕ ĕçлерĕ.  Çавăн пекех уяв умĕн хулари тĕп урамсемпе шур сухаллă асаттесем, юмахри сăнарсем, асамçăсем утса тухрĕç.

Алиса Александрова, Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова

Транспорт çÿреме чарса тĕп урамсене çуран халăх валли уçасси пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсенче кăна пулаканччĕ. Хальхинче вара Хĕл Мучисене ирĕклĕн утма май пачĕç. Колонна пуçламăшĕнче асамçăсен оркестрĕ тĕрлĕ инструмент каласа пырса уява илем кÿчĕ.  Вĕсем хыççăнах ретĕн-ретĕн ачаран паллакан, юратакан сăнарсем утрĕç.

Çакнашкал парад вăл — хăйнеевĕрлĕ пултарулăх ăмăртăвĕ. «Пĕр-пĕр сăнар тумне тăхăнсанах кăмăл çĕкленет, ачалăх аса килет», - теççĕ çынсем.

Сăмах май, ятарласа туяннă костюмсемпе пĕрлех килте çĕлетнĕ тум-тире те курма пулчĕ уявра. Тÿресем чи маттур Хĕл Мучие, Юр пикене тата çулталăк паллине суйларĕç. Унсăр пуçне пĕрешкел капăрланса килнĕ çемьесене палăртрĕç. Ку вара - чи çамрăк Хĕл Мучи.  2 çулти Богдана пĕр каçрах костюм хатĕрлесе панă. Ленин проспектĕнчен пуçласа Хĕрлĕ Тÿреме çити утса тухнă хыççăн пурте ташă вăййине хутшăнчĕç. Хаваслă уявра чи хастаррисене пылак кучченеçпе  савăнтарчĕç.