Бизнес пуçарама пулăшакан проект

Патшалăх программи пулăшнипе  республикăра ĕçсĕр юлнисем усламçă пулса тăнă тĕслĕхсем палăрмаллах ÿснĕ. Ăнăçлă проект пултаруллисене çаплах-ха тупăшлă ĕç пуçарма май парать.

Марина Карягина, Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова        

Клара Светопольская ачаранах математикăна кăмăлланă, çак енĕпех аслă пĕлÿ илнĕ. Анчах шкулта нумай та ĕçлесе ĕлкĕреймен, иккĕмĕш ачине çуратнă хыççăн хăйĕнче тепĕр пултарулăх пуррине ăнланса илнĕ. Вара çамрăк педагог хушма пĕлÿ паракан шкул уçма шутланă. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта ăна патшалăх программипе паллаштарнă.

Ытти шкулсенче тахçантанпах усă курма пăрахнă мел – шут шăрçипе хушма-кăларма, хутлама-пайлама вĕрентесси. Педагог меслечĕсем пуç мимин икĕ çурма чăмăрне те харăс аталантараççĕ-мĕн, нейрон çыхăнăвĕсене çирĕплетеççĕ, çавăнпа ачасем вĕренÿре çитĕнÿсем тума пуçлани сисĕнмеллех палăрать.  Клара малтан темиçе кĕске курсра пĕлĕвне ÿстернĕ. Халĕ вăл, часене вăтам шкул программине ăса хывма йывăрлансах пынине кура, чи пĕчĕккисене уйăхра 8-9 сехет хăвăрт вулама та хăнăхтарать. Февральтен акăлчан чĕлхи вĕрентекенне йыхравласшăн. Хушма пĕлÿ паракан шкула 4 çултан пуçласа 14-та çитнĕ ачасем çÿреççĕ.

Тупăшлă ĕç уçма шутласси, паллах, теветкеллĕ утăм. „Виçĕ çул хушшинче хупăнма юрамасть, унсăрăн уйăрса панă 58 пин те 800 тенке каялла туртса илĕç“, - тесе пĕлтерчĕç республикăн ĕç министерствинче.