Республикăра ытларах та ытларах çын цифра хыпарлавĕн майĕсемпе усă курать

Халĕ Чăваш Енре пурăнакансем тӳлевсĕрех 20 телеканал пăхма пултараççĕ. Цифра форматлă телевиденин 2-мĕш мультиплексĕ раштав уйăхĕнче кашни районтах ĕçлеме пуçларĕ.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Шупашкар районĕнчи Мăналта пурăнакан Сергеевсен йышлă çемйи Çĕнĕ çула çĕнĕ телеканалсемпе кĕтсе илчĕ. Республикăри радиопа телевидени сигналне саракан центр вĕсене парне тума шутланă. Малтан аран-аран кăтартнă телевизор çумне ятарлă приставка лартса 20 канал курмалла тунă. 3 ачаллă çемьешĕн цифра форматлă каналсем курма пултарни чăнласах пысăк савăнăç. Ялти чылай çемье цифра каналĕсене курма пуçланă. Çĕнĕлĕхе пĕрин хыççăн тепри майĕпен хăнăхса пыраççĕ.

Радиопа телевидени сигналне саракан центрта ĕçлекенсем Çĕрпӳ районĕнчи Анатри Шурçырма ялĕнчи Романовсене те пĕчĕк парне турĕç. 7 ачаллă çемьере тахçанах спутник антеннипе усă курнă. Анчах та çак ырăлăх пурне те тивĕçтермен. Пӳртри иккĕмĕш телевизор 5 канал çеç кăтарткаланă.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕршывра аналоглă телевидени ĕçлеме чарăнать. Çавăнпа та ахаль антеннăпа усă куракансен васкама тивет. Цифра форматлă телеканалсене курмашкăн 2013-мĕш çултан маларах кăларнă чылай телевизор валли ятарлă хатĕр туянмалла.