Уяв лăпкă та пăтăрмахсемсĕр иртнĕ

Паян – Çĕнĕ Çулти вăрăм канмалли кунсем хыççăнхи пĕрремĕш ĕç кунĕ. Çавăнпа Чăваш Ен пуçлăхĕ ирттерекен правительство канашлăвĕнче уяв мĕнле пулнине пĕтĕмлетрĕç. Пĕтĕмĕшле вăл пысăк пăтăрмахсемсĕр иртсе кайнă. Çапах та кăлтăксем те пулнă.   
 
Леонид Петров, Вероника Павлова, Семен Антонов

Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем пĕлтернĕ тăрăх,   кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшчен республикăра 200 ытла авари пулнă. Вĕсенче 21 çын суранланнă, пĕр çын пурнăçран уйрăлнă. Рейдсенче йĕрке хуралçисем 107 ÿсĕр водителе тытса чарнă.  Пăтăрмахсем ытларах 2, 5, 6-мĕш числасенче пулнă. Вĕсенчен пĕри -  Элĕк районĕнче. Шăнса пăсăлнă çын та сахал мар. Вĕсем ытларах чух эрехе пула инкеке çакланнă.    Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тару патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров электричество, газ, шыв, ăшă тытăмĕсенче аварисем пулманнине пĕлтерчĕ.  Пиротехникăна пула вара 1 инкек  сиксе тухнă. Чăваш Енре икĕ эрнере, раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 9-мĕшчен,  пурĕ 39 пушар тухнă. Вĕсенче 7 çын пурнăçĕ татăлнă. Сăлтавĕ - электричество хатĕрĕсемпе тĕрĕс усă курманни тата вырăн çинче пирус туртни.

Пĕтĕмĕшле кăçалхи уяв, иртнĕ çултисемпе танлаштарсан, лăпкă иртнине палăртрĕç яваплă специалистсем.