Çĕнĕ çул уявĕ умĕн республикăра çĕнĕ журнал кун çути курчĕ

Ăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем хатĕрленĕ. Пĕрремĕш кăларăма камсем пахаларĕç тата çитес номерте мĕн пирки çырĕç? Тĕплĕнрех Екатерина Фомина каласа кăтартать. 
 
Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Ушкăнпа тунă сумлă ĕçе хаклама ял хуçалăх академине пысăк йыш пухăнчĕ. „Агровыбор Чувашии“ журнала студентсем, магистрантсемпе аспирантсем пĕрле хатĕрленĕ. Тĕп редактор пулма Анастасия Александрована суйланă. „Ку яваплăх малтанах шиклентерчĕ, паллах, эпир журналистсем мар-çке-ха, çапах ĕçе хавхаланса пуçăнтăмăр“, каласа парать вăл.

Пĕрремĕш номере агропромышленноç комплексĕн 2018 –мĕш çулти кăтартăвĕсене  халалланă. Çакнашкал журнал кăларма ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сĕннĕ. Ку шухăша аслă шкулта хапăлласах йышăннă.  Ял хуçалăх ветеранĕсем те сахал мар ырă сăмах каларĕç.

Çитес кăларăм пуш уйăхĕнче тухĕ. Унта мĕн пирки çырассине палăртнă та ĕнтĕ.  Халĕ пичете академире клиникăпа гематологи лабораторийĕ уçăлни çинчен материал хатĕрлеççĕ. Кунта юна тĕрлĕ кăтарту тĕлĕшĕнчен тĕпчеççĕ. Çакă выльăх-чĕрлĕх мĕнпе чирленине пĕлме май парать.

Лаборатори пулманнипе малтан урăх çĕрте анализ тутарма тивнĕ. Халĕ ун пек нуша çук. Юна тĕпчемелли тĕрлĕ хатĕр, микроскопсем – йăлтах пур.  Студентсем хальлĕхе академи çумĕнчи вĕренÿ хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх сывлăхне асăрхаса тăраççĕ. Малашне республикăри агропредприятисемпе те тачăрах çыхăнса ĕçлемелле, терĕç хăнасем. Çакна пĕтĕмпех журналăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ. Çулталăкне вăл 4 хутчен кун çути курĕ.