Пысăк хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисем пачĕç

Вĕсем экономикăпа промышленноçа аталантараççĕ, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Паян Правительство çуртĕнче пысăк çитĕнӳсем тунă тĕрлĕ професси çыннисене чысларĕç.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

Пысăк хисепе тивĕçнисен йышĕнче 50 çын. Пурте вĕсем çамрăкла пĕрре суйланă ĕçе чылай çул тӳрĕ кăмăлпа тăваççĕ. Вăл йышра - промышленноçпа вĕрентӳре, ÿнерпе культурăра, çарта, сывлăх сыхлавĕнче тата ытти тытăмра пысăк çитĕнӳ тăвакансем. Гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче истори енĕпе ĕçлекен Виталий Иванов, сăмахран, чăваш халăх пуянлăхĕ пирки 170 ытла наука ĕçĕ, монографисем хатĕрленĕ. Вăл «Республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçрĕ.

Çитĕнекен ăрăва тăван çĕршывшăн усăллă çын пулма вĕрентесси, паллах, ашшĕ-амăшпе пĕрлех вĕрентекенсен тивĕçĕ. Уявра тĕрлĕ шкулта нумай çул ачасене пĕлӳ парса çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвакан 10 педагога «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ят парса чысларĕç.

Тухтăрсем те яланах пысăк хисепре. Нумайăшĕ ĕмĕрĕпех чунпа парăннă ĕçре вăй хурать. Елчĕк район больницинче шăл тухтăрĕнче тăрăшакан Юрий Пыльчиков, сăмахран, профессире 40 çула яхăн.

Çул-йĕрпе транспорт, строительствăра тухăçлă ĕçлекенсем, ялсенче тăван культура аталанăвне пысăк тӳпе хывакансем тĕрлĕ хисеплĕ ята тивĕçрĕç. Михаил Игнатьев пурне те чĕререн тав сăмахĕ каларĕ. Эсир пур чух Раççей президенчĕ пирĕн ума лартнă тĕллевсене эпир яланах пурнăçа кĕртме пултаратпăр,- терĕ.