Кашни кĕçнерни кун Чăваш радио хумĕсем çинче «Шăнкăрав» янăрать

Ку кăларăм чи аслисенчен пĕри. Ăна журналистсем шкул ачисемпе пĕрле хатĕрлесе пыраççĕ. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн пирĕн телерадиокомпани çамрăк тусĕсем валли парнесем хатĕрленĕ.

Екатерина Фомина, Наталья Егорова, Владимир Синдеев

Микрофон умĕнче – çамрăк корреспондентсем. Карина Данилова, Аня Егорова, Артём Верликов тата Алина Иванова «Шăнкăрав» кăларăма черетпе ертсе пыраççĕ. Ачасен вĕрентекенĕсем - Оксана Верликовапа Венера Енейкина радиожурналистсем.

«Шăнкăрав» çулĕпе аслă пулин те, чунĕпе яланах çамрăк. 30 çул ытла ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Вастрюкова хатĕрлесе пынă. Республикăри шкул ачисен пурнăçĕпе паллаштарас тесе ăçта кăна çитмен пулĕ вăл. Вăл вăхăтра çирĕпленнĕ йăласене паян та пăрахăçламаççĕ.

«Шăнкăрав» кăларăма хатĕрлеме хутшăнакан ачасем чăвашла таса та илемлĕ калаçма пĕлни паха. Ăна йĕркелекенсем шăпах çакна шута илнĕ те. Радио микрофонĕ умне ларас кăмăллисем, тĕрĕссипе, нумайăн.

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе çамрăк корреспондентсем хăйсем те салам сăмахĕсем йышăнчĕç. «Чувашия» телерадиокомпани директорĕ Екатерина Канюка тата радиовещани службин пуçлăхĕ Эльвира Тимофеева ачасене ăнăçусем сунса кучченеç пачĕç. «Шăнкăрав» сасси малалла та радиоитлекенсене савăнтартăр, терĕç.