Мускавра Еврази çыравçисен съезчĕ иртрĕ

Юлашки вăхăтра çĕршывра литература пĕрлĕхĕсем вăй илсе пыни сисĕнет: Мускав нумай чĕлхепе калаçакан Раççей литературине вырăсла куçарасшăн, çак тĕллевпех çыравçăсем тĕрлĕ форумра тĕл пулаççĕ. Тĕп хулара Еврази халăхĕсен тата Раççей халăхĕсен Ассамблейисен çумĕнчи Литература канашĕсен пĕрлехи съезчĕ иртрĕ.

Марина Карягина

Хăй вăхăтĕнче тĕп хулари литература журналĕсем миллионшар тиражпа тухса тăнă. Халĕ, пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, апла мар. Анчах литература хăйĕн вырăнне çухатман. Унăн пĕлтерĕшне мĕнле тавăрмалла паянхи кун? Çак ыйту канăçсăрлантарать Раççей халăхĕсен ассамблейи çумĕнчи Литература комитечĕн пĕрремĕш, Еврази халăхĕсен ассамблейи çумĕнчи Литература канашĕн иккĕмĕш съездне пухăннисене.
Раççейĕн обществăлла палатинче иртекен ларăва çичĕ çĕршыври çыравçăсем килсе çитнĕ. Съезда Раççей президенчĕ çумĕнчи этем прависем енĕпе ĕçлекен Канаш пайташĕ Иосиф Дискин уçрĕ. Еврази халăхĕсен Çамрăксен ассамблейин ертÿçи, Раççейĕн 23 хут рекордсменĕ Александр Муромский литература çĕнĕ ăрăва мĕн таран кирли çинчен калаçрĕ. Тĕрĕссипе кун каçа харăсах виçĕ съезд пулчĕ: тепри - „ЛиФФт“ пĕрлĕхĕн тĕрлĕ регионта тухса тăракан литература журналĕсен редакторĕсен. Вĕсем ĕнтĕ 6-мĕш хут пуçтарăнса малашнехи ĕç планĕсене сÿтсе яваççĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче „ЛиФФт“ тени – вăрăмлатса каласан „Литература фестивалĕсен фестивалĕ“ - Раççей талккăшĕнче кăна мар, Еврази çыравçисем хушшинче те илтĕнсех тăрать. Маргарита Аль поэт пуçарса янă юхăм хăвăрт сарăлса пырать. „Çырассишĕн çунакан çын мĕнле шайра хайлани мар, вăл сăмахлăх, ÿнер енне туртăнни паха: çыракан пур чухне вулакан та пурах“, - тет кашни республикăпа облаç центрĕнче Мускавра тухса тăракан „ЛиФФт“ журналăн „пепкисем“ пулччăр тесе тăрăшакан Маргарита Аль. Ку хум чикĕ урлă каçса Еврази талккăшне те çитрĕ.  Пĕлтĕр Сочире иртнĕ литература фестивалĕнче Варис Элчиев азербайджан писателĕ ылтăн медале тивĕçнĕччĕ.

Элчиев пире журнал кăларас ĕçе хăйсем патĕнче пысăк хавхаланупа пикенни çинчен каласа пачĕ. Съезда килнĕ Кăркăсстан, Казахстан, Абхази, Белоруç, Таджикистан çыравçисем те хăйсем патĕнче ку ĕçе пуçăнма хатĕррине пĕлтерчĕç, миçе чĕлхепе кăларса тăрасси пирки калаçрĕç, çийĕнчех калăпăш, дизайн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.