Ăпăр-тапăр турттарса тухассипе çыхăннă ыйтăва çынсене ытларах ăнлантармалла

Халăхран çӳп-çап илсе тухнăшăн тӳлемелли çĕнĕ саккун ялсенче мĕнле вăя кĕнипе çывăхрах паллашас тесе пирĕн пултарулăх ушкăнĕсем тĕрлĕ районта пулчĕç.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Ял халăхĕ хуçалăхра пухăнакан çӳп-çапшăн тӳлеме хăнăхман. Çав вăхăтрах кирлĕ мар ăпăр-тапăра çырма-çатрана та сахал мар ывăтнă. Иртнĕ çулсенче экологи ыйтăвĕ çивĕчленнĕ май, çак йĕркесĕрлĕхе хирĕç кашни ялта тенĕ пекех кĕрешме пуçланă. Каяшсене урамсенчи çӳп-çап контейнерĕсене пăрахнă е вырăнтах укçа тӳлесе ятарлă машинăна тиесе янă. Елчĕкре, сăмахран, 1 михĕ ăпăр-тапăршăн 30 тенкĕ тӳленĕ. Урамсен сăн-сăпатне пăсса ларакан контейнерсене пăрахăçлама йышăннă.

Çĕнĕ саккун ял çыннине пăшăрхантарать. Халĕ кашни çыннăн çӳп-çапшăн уйăхсерен 74 тенкĕ ытла кăларса хумалла. Банк урлă тӳленĕ май, процент та тытăнса юлать. Ял çынни çакна йышăнасшăнах мар.

Халăх шутне кура малашне Елчĕк районĕнче пурăнакансене кăна çулталăкра 35 пине яхăн тонна çÿп-çапшăн тӳлеттерме пуçлаççĕ. Ун чухлĕ ăпăр-тапăр ку тăрăхра нихçан та пулман.

Мĕнле пулсан та, саккуна пăхăнмаллах. Çав вăхăтрах елчĕксем хăнăхнă йĕркепех ĕçлесшĕн. Урамсене контейнерсем лартмасăр çӳп-çапа палăртнă вăхăтра ятарлă машинăна тиесе ярасшăн.

Районта халĕ кашни ялтах çакăн евĕр çӳп-çап пухмалли лаптăксем йĕркелеççĕ. Хăйне евĕрлĕ будкăсене йытă-кушак та кĕреймест. Халăхшăн вара çакă меллĕ пулмалла. Ăпăр-тапăр пухакан машина килессе кĕтмесĕрех унта кирек кам та çӳп-çап хăварма пултарать. Патреккел ялĕнче кăна çакăн евĕр 8 будка вырнаçтарма палăртнă. Халăхра халĕ ăнлантару ĕçĕ пырать.

Çӳп-çап пухнăшăн тӳлемелли йĕрке çĕнĕ çултан тулли вăя кĕрет. Унăн усси экологи лару-тăрăвĕнче палăрмалла. Халиччен укçа тӳлес мар тесе ăпăр-тапăра хутаçсене е михĕсене тултарса çул айккине ывăтса хăваракансене те яваплăрах пулма хистет.