Çĕнĕ çул парни – çĕнĕ спорт лаптăкĕ

Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпара хоккейла вылямалли хăтлă площадка хута кайрĕ. Ял ачисен савăнăçĕпе Алексей Енейкин паллаштарать.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Çак вырăнта нумай пулмасть кăна кивĕ хоккей коробки пулнă. Халĕ ачасем çĕннинче савăнаççĕ. Уйрăмах кану кунĕсенче ир пуçласа каçчен конькипе ярăнаççĕ, хоккейла выляççĕ.

Хоккей коробкине кăçал çĕршыври «Ырă пăр» ыркăмăллăх фончĕ пулăшнипе тунă.

Яла пулăшакансем çĕр пин тенкĕ пухса панă. Ыркăмăллăх фончĕ вара - пĕр миллион та 200 пин. Спорт лаптăкĕн никĕсне те кунти халăх уйрăм укçа пухса тунă.

Лащтаяпасемшĕн çак каток пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкулти хоккеистсем кашни çулах тĕрлĕ ăмăртура палăраççĕ. Кунти спортсменсем ĕлĕкех хастарлăх кăтартнă. Ялта хоккей 70-мĕш çулсенче вăй илме пуçланă.

Лащ Таяпари хоккейçăсем Чăваш Ен чысне хӳтĕлесе Тамбов хулинчен призер пулса таврăннă. Ялтан тухнă паянхи студентсем вара Шупашкарта хăйсен ушкăнне йĕркеленĕ. Тупăшусене ытти региона тухса çӳреççĕ. Ялтах хулари пек тунă хальхи йышши çĕнĕ лаптăк паянхи шкул ачисене те пысăк çитĕнӳсем тума пулăшатех.