Хĕллехи каникула тата уявсене ирттерме вырăн пулать

Элĕк тăрăхĕнче икĕ культура объекчĕ хута кайрĕ: район центрĕнче кинозал,  Мăн Шĕвĕшре вара - клуб. Савăнăçлă пулăмсемпе элĕксене  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Елена Дмитриева

Тинех элĕксем те  пĕрле пуçтарăнса пысăк экран çинче кино курма пултараççĕ. Зала Кино Фончĕ пулăшнипе уçнă. Пĕтĕмпе федераци хыснинчен 5 миллион тенкĕ  уйăрнă. Субсидипе çутă тата сасă хатĕрĕсем, киноэкран, çемçе пукансем тата ытти япала туяннă.  Çакă аслисемшĕн те, кĕçĕннисемшĕн те пысăк парне. Уява килнĕ хăнасем вăл  чăннипех те чаплă пулнине çирĕплетрĕç. Кунта пĕр харăс 340 çын вырнаçаять. Республикăра федераци программипе килĕшӳллĕн   çакнашкал 14 кану вырăнĕ тунă, тепĕр çĕнĕ кинозал çывăх кунсенче Йĕпреçре уçăлмалла, палăртрĕ элĕксене саламланă май Михаил Игнатьев.

Мăн Шĕвĕшре пурăнакансем те темиçе çул культура керменĕ  пирки ĕмĕтленнĕ. Кунти кивĕ клуба 8 çул каяллах хупнă.

Халĕ тинех ял-йыша уявсенче пĕрле пуçтарăнса савăнмалли, вăхăта усăллă ирттермелли вырăн пур.

Çĕнĕ çурта Республика Пуçлăхĕн ялти культура учрежденисене аталантармалли Указĕпе килĕшӳллĕн хăпартнă. Ăна тума пĕтĕмпе 14 миллион тенкĕ усă курнă. Кунта 100 вырăнлă акт залĕ, хывăнса тăхăнмалли, тĕрлĕ кружок ирттермелли пӳлĕмсем пур. Клуба куллен кӳршĕри  виçĕ ялта пурăнакансем çӳреме пултарĕç.