Телей – кил-йышра

Паян Шупашкарта ача усрава илекен çемьесен 6-мĕш форумĕ пулчĕ. Ăна çемьесен обществăри пĕлтерĕшне палăртас, кил-йышри хутшăнусене тĕрĕс йĕркелеме пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ.

Алиса Александрова, Наталья Егорова, Виктор Степанов

Вĕренÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна республикăра тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă 2850 ача. Вĕсенчен 95 процентне çемьесене вырнаçтарнă. 171 çемье хăй хÿттине сусăр тата аталану енчен юлса пыракан ачасене илнĕ.

Республикăри ача çурчĕсенче паянхи кун 140 тăлăх пурăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ - аслă ÿсĕмрисем. Форумра çак учрежденисенче вĕренмелли, аталанмалли тивĕçлĕ майсем тунине палăртрĕç. Апла пулин те çемье ăшши кирлех пĕчĕккисене.

Çакна шута илсе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашра пурăнакан Константиновсем 3 ача усрава илнĕ. Çемьене килнĕ чух ывăл-хĕрĕ 3-4 çулта çеç пулнă. Халĕ асли Мускавра ĕçлесе пурăнать, хĕрĕсем шкулта вĕренеççĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ утăм хыççăн кил-çурт чăн телейпе тулчĕ, теççĕ Константиновсем.

Элĕк районĕнчи Афанасьевсем вара хăйсен 2 тĕпренчĕкне пурнăç çулĕ çине кăларсан 4 ача усрава илнĕ. Пултаруллă хĕрсем кулленех çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Нумай пулмасть Раççей шайĕнчи конкурсра мала тухнă.

Форумра республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă уйрăмах маттур ашшĕ-амăшне тав хучĕсем парса чысларĕç тата Çĕнĕ Çул концерчĕ кăтартрĕç.