Шупашкарта транспорт иккĕмĕш эрне çĕнĕлле çÿрет пулин те, пассажирсен ыйту сахалланман

Лапсарта пурăнакансем те реформа «тыткăнне» лекрĕмĕр, теççĕ. Шупашкара каякан автобуса чылай чухне çуршар сехет кĕтмелле. Чăннипе вара унăн кашни вунă минутра çÿремелле.

Вероника Павлова, Михаил Солин, Екатерина Янгалакова

Кашни ир çынсем тĕп хулана çитме 46-мĕш автобус çине васкаççĕ: пĕрисем ĕçе каяççĕ, теприсем сатике ачисене ăсатаççĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшчен кунта тепĕр маршрут та çÿренĕ. Çавăнпа кирлĕ çĕре çитме меллĕрехчĕ, теççĕ çынсем. Анчах та ăна пăрахăçланă.

ЛИАЗа ларма ытларах ирпе каç чăрмав. Шăп çав вăхăтра çын нумай çÿрет. Салонра вырăн çитменнипе, чарăнура тăрса юлни те пулнă, теççĕ лапсарсем. Çапах та эпир ÿкернĕ кун пачах урăххине сăнарăмăр. Çынсем те кăмăллă.

Çапах та арçынсен калаçăвне пÿлекенсем те пулчĕç. Автобуса пĕрре мар чылай вăхăт кĕтнĕ, теççĕ кашни кун ĕçе çÿрекенсем.

Лапсарпа Шупашкар хушшинче 46-мĕш автобус çеç çÿрет. Вăл унччен те пулнă, анчах транспорт реформи хыççăн унăн расписанине тата çулне улăштарнă. Халĕ пысăк ЛИАЗсем Лапсартан кăнтар-хĕвеланăç районне пĕри Николаев, тепри вара Гладков урамĕсем урлă чупаççĕ. Хăшĕ ăçтан кайнине автобуссем çинче палăртнă. Денис Баранов диспетчер транспорт мĕнле çÿренине кашни кун тĕпчет. Пĕр маршрут пулсан та, çулĕсем тĕрлĕ пулнипе автобуссен вăхăта пăхăнма йывăр, тет вăл. Хулари пăкăсем те чăрмантараççĕ. Çапах та Лапсартан ЛИАЗсем кашни 10 минутран тапранса кайнине каларĕ диспетчер. Çакна пирĕн пĕчĕк эксперимент та çирĕплетрĕ.

Ярмăркка урлă каякан автобус çынсене хăш пĕр чарăнура хăвармасть. Нумайăшĕ çакăнпа кăмăлсăр.

Автобус хăçан çитессине пĕлтерекен хатĕр вырнаçтарсан аван пулĕччĕ, теççĕ лапсарсем. Транспорт çулне «БАС.ЧЕБ» хушăм урлă та йĕрлеме хăтланнă, анчах вăл кирлĕ пек ĕçлемен. Хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, халĕ специалистсем приложенири кăлтăксене пĕтернĕ.
Транспорт ĕçне кунта тимлесех тăраççĕ. Реформăн малтанхи кунĕсенче сиксе тухнă ыйтусене канашлура сÿтсе явма шантарчĕç.