Халăх каçченех татăлмарĕ

Конституци кунĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе çĕршывĕпех тĕрлĕ влаç тата сыхлав тытăмĕнче ĕçлекенсем халăха йышăнчĕç. Пирĕн корреспондент Алексей Енейкин Республика Прокуратурипе Шупашкар администрацине хăйсен нушипе пынисене тимлерĕ.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Республика прокуратурине кăнтăрла тĕлнех чылай çын пухăннă. Василий Пословский патне çырăннисем кăна 20-ĕн. Ыттисене аппаратра ĕçлекен урăх прокурорсем йышăнаççĕ. Çынсем тĕрлĕ ыйтупа килнĕ. Михаил Кузьмин тăрăшсах тăван ялне аталантарать, уявсем йĕркелет. Çав вăхăтрах вырăнти пуçлăхсен ĕçĕпе кăмăлсăр. Уйрăмах ăна шкул ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Шупашкарта пурăнакан Елизавета Смирновапа Сергей Васильев вара тата йывăр ыйтупа килнĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕскерсем прокурор пулăшасса кĕтеççĕ. Халăха йышăнакан пӳлĕмсене пĕчченшерĕн те, йышпа та кĕрекен нумай.

Хула администрацийĕнче те халăх урамранах черетре тăрать. Пурте Алексей Ладыковпа калаçасшăн. Çынсене ытларах коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ыйтусем канăç памаççĕ. 5 ача амăшĕ Татьяна Яковлева хăтлă хваттер кĕтсе 2 çул черетре тăрать. Çак ыйтăва хальлĕхе татса пама йывăр. Патшалăх ку программăпа сахал укçа уйăрать. Кăçал Шупашкарта нумай ачаллă 4 çемьене кăна çĕнĕ хваттерпе тивĕçтермелле. Яковлевсем вара черетре 40-мĕшсем. Çавах та администраци ертÿçи хăйĕнчен мĕн килнине тума тăрăшнине шантарчĕ. Чылай ыйтăва вырăнтах татса пачĕç. Тĕрлĕ тытăмшăн яваплă ертӳçĕсемпе специалистсем каçхи 8 сехетченех халăха йышăнчĕç.