Чĕре хĕлхемĕллĕ сăмах самана тамашине пăхăнмасть

Трак тăрăхĕнчи кĕçĕншетмĕсем хăйсен сумлă ентешĕпе - чăваш халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе тĕл пулса поэзи уявĕ ирттерчĕç. Унта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ.

Александр Осипов, Виктор Степанов

Çĕршывăмăрăн Конституци уявне Кĕçĕн Шетмĕре юратнă поэтпа пĕрле, ун вирлĕ сăввисемпе хавхаланса ирттерчĕç. Тĕлпулăва ытларах ачасем пухăннă. Паллă сăвăçпа курнăçас тесе кӳршĕ ялсенчен, Шупашкар районĕнчи Ишекрен те шкул автобусĕсемпе çитнĕ вĕсем. Чăваш халăх поэчĕ те пуш алăпа килмен: тин кăна «Йăлăмри акатуй» ятпа пичетленсе тухнă, ачасем валли хатĕрленĕ кĕнекипе. «Элли Юрьев картинисен галереи» музей умĕнче пухăннă вĕренекенсем пĕр именмесĕр калаçрĕç Юрий Семёновичпа. Малтан пур те музее кĕрсе курчĕç. Кунта Сементер хăйне хисеплесе хатĕрленĕ пӳлĕмре ялта пурăнса ӳсни çинчен калаçрĕ, ку тăрăхран тухнă паллă çынсен шăписемпе паллаштарчĕ. Каярахпа пурте Культура çуртне куçрĕç. Кунта юратнă поэта çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, сцена çинче вăл пултарулăх çӳлĕсене аса илчĕ, шкул ачисем ун сăввисене шăрантарчĕç.
Ачасене поэт çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕ, сцена çинчен ун сăввисемпе çырнă хайлавсем янăрарĕç. Сементер пултарулăхĕ пирки те ытларах «юрă валли çыракан» теççĕ. Çапах та Юрий Семенович произведенисене философ шухăшĕн мерченĕсем тесе палăртас килет. Çавăнпа пулĕ ун сăввисем хăшпĕр чух икĕ-виçĕ кĕвĕпе пурăнаççĕ.

«Чĕре хĕлхемĕллĕ сăмах самана тамашине пăхăнмасть» тенĕ вырăссен паллă поэчĕ Виктор Кочетков Сементер сăввисем çинчен. Ун шухăшĕнче поэтăмăр хайлавĕсен тĕп тĕшши курăнать.

Сементере халăх ăнланать, хисеплет, юратать. Тĕлĕнмелле ăшă лару-тăрура иртрĕ тĕлпулу. Шкул ачисем юратнă поэта итленĕ май ыйтусем парсах тăчĕç.

Хальхи кăткăс саманара, хăйĕн илемĕпе, хĕрӳлĕхĕпе, тĕрĕслĕхе ансат та çăмăл кăтартма пултарнипе, Юрий Сементер поэзийĕ тăван чĕлхемĕре çак йывăрлăх тинĕсĕнчен ишсе тухма пулăшать.