Юрăпа çитĕнекен ăрăва халăх историпе тата йăли-йĕркипе паллаштараççĕ

Тюмень облаçĕнче тĕпленнĕ йăхташсем çак ĕçе 10 ушкăнпа туса пыраççĕ. Вĕсенчен чи сумлине - «Тăван» фольклор ансамбльне 27 çул каялла йĕркелесе янă. Çулталăка яхăн ĕнтĕ аслисемпе пĕрлех ачасен уйрăм ушкăнĕ те чăвашла юрлать. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех Наци конгресĕ пулăшнипе хатĕрленĕ сюжетра каласа кăтартăпăр.

Ирина Николаева, Зоя Яковлева

Чăвашла вуламан-çырман, ашшĕ-амăшĕпе çеç килте хутран-ситрен калаçса çитĕнекен ачасем тăван чĕлхепе юрлама кăмăл туни паха. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Тюменьти чăвашсен «Тăван» пĕрлешĕвĕ ятарласа ача-пăча ушкăнĕ йĕркелесе янă. Унта 5-рен пуçласа 12 çултисем ăсталăхне туптаççĕ. Пĕтĕмпе 19 ача. Ушкăн паян тесен паян 2 сехет çурăлăх концерт кăтартма пултарать.

Ачасемпе Ксения Маслова ĕçлет. Хăй те нумай пулмасть ача шутĕнчен тухнăскер, шăпăрлансемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать. Унтан та ытларах. Ксения вĕсемшĕн - тăван халăх малашлăхĕшĕн мĕнле ăнтăлмалли ырă тĕслĕх. Вăл Тюмень хулинче çуралса ӳснĕ. Мĕн пĕчĕкрен ентешлĕх ирттерекен уявсене хастар хутшăнать. Халĕ университетра инженер-проектировщика вĕренет пулин те, музыка валли те вăхăт тупать.

Ксения чăвашла аванах ăнланать, анчах тăван тăрăхран аякра çитĕннипе сас паллисене тĕрĕс калайманран, пуплеме именет. Амăшĕ - Ираида Маслова ертсе пыракан Тюменьти чăвашсен «Тăван» ассоциацине пур енĕпе пулăшса пырать. Ачасен ушкăнĕпе Ксения Тюмень тăрăхĕнче кăна мар, Шупашкарта иртекен конкурс-ăмăртусенчен те айккинче юлмасть. «Кĕмĕл сасă», «Чăваш пики» - инçе çула пăхмасăр вĕсем ятарласа республикăна килеççĕ.

Çывăх кунсенче Тюмень тăрăхĕнче ача-пăча фольклор ушкăнĕсен «Хĕлхем» фестивалĕ пĕрремĕш хут иртмелле. Ăна пуçаракансем çапла майпа хальхи ăрăва халăх юрă-ташши тата наци çи-пуçĕ урлă несĕлсен пуянлăхне упрама тата аталантарма вĕрентесшĕн