Куç курманнисем валли ятарлă хушăм пур

Тĕп хулара сусăрсене 7 уйăх сенсорлă хатĕрсемпе усă курма хăнăхтараççĕ. Хăйнеевĕрлĕ шкулта вĕренекенсен пĕлĕвне Лев Толстой ячĕллĕ библиотекăра иртнĕ конкурсра тĕрĕслерĕç.

Надежда Александрова, Наталья Егорова, Виктор Степанов

Вĕсенчен нумайăшĕ çур çул каялла хăйсене хăйсем ÿкересси пирки ĕмĕтленме те пултарман. Халĕ вара çăмăллăнах селфи тăваççĕ. Ятарлă курсра 38 çын пĕлӳ илнĕ. Проект авторĕ Николай Парахин куç курман çынсемпе ĕçлеме хăй вăхăтĕнче Мускавра вĕреннĕ. Халĕ çав пĕлĕве Шупашкарти Толстой ячĕллĕ библиотекăра ытти сусăрсене парать. Вăл шутра смартфонри ятарлă хушăмпа усă курма хăнахтарать. Унччен çак çăмăллăхсăр мĕнле пурăннă-ши, теççĕ хĕпĕртесе куç курманнисем. Вячеслав Пагеев телефонпа кĕнекесем итлеме кăмăллать,тĕрлĕ юрă-кĕвĕ те алă айĕнчех. Çапах та арçын çакăнпа кăна çырлахасшăн мар.

Хальхи çыхăну майĕсем пурнăçа анлăрах та анлăрах кĕрсе пыраççĕ. Светлана Афанасьева та телефонпа хайне ирĕклĕ туять.

Николай Парахин патĕнче вĕренме ытти регионран та килеççĕ. Анна Князева Ярославльти куç курманнисен организацине ертсе пырать. Вăл çĕнĕлĕх питĕ кăсăклă пулнине пĕлтерчĕ. Мĕн вĕреннине вара тĕрĕслев ирттерсе çирĕплетеççĕ. Сусăрсем никам пулăшмасăр хăйсемех хула тăрăх çӳреме, тĕрлĕ информаци тупма пултарнине кăтартаççĕ. Ку вăл вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа куç курманнисене ы