Шупашкарта «Чĕрĕ уроксем» федераци программи 4-мĕш çул ăнăçлă ĕçлет

Вăл Раççейри тĕрлĕ регионта пурнăçланать. Çапах та пирĕн республика унпа чи малтан усă курма пуçланисен йышĕнче. Чăваш Енре ĕç мĕнле пынине Патшалăх Думин эксперт Канашĕн ларăвĕнче те пысăк хак панă. Пĕтĕм Раççейри конкурсра палăрни вара çак проекта малалла аталантарма хистет.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров

„Чĕрĕ уроксем“ проектпа килĕшÿллĕн халĕ вĕренекенсем тата ача сатне çÿрекенсем Мускаври Тимирязевсен Патшалăх биологи музейĕн куравĕпе паллашма пултараççĕ. Вăл Чăваш наци музейĕнче чÿк уйăхĕн вĕçĕнче уçăлнă. Халиччен ачасем программăпа ытларах хамăр тăрăхри культурăпа курав центрĕсенче, истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсенче экскурсире пулнă пулсан, ку курав — çĕнĕлĕх. Пĕчĕккисем валли те, çитĕннисем валли те кăсăкли нумай кунта.

Куравра экскурсовод кирлĕ мар. Курма килнисене кашни лаптăкра мĕн тумаллине кĕскен ăнлантарни те çителĕклĕ. Пуçватмăш хуравĕсене тупма ачасене биологи, географи, истори урокĕсенче мĕн вĕренни тата тавçăрулăхĕ пулăшать. Унсăр пуçне тавралăха шăна е лĕпĕш куçĕпе сăнама пулать. Мĕнпе тăранса пурăннине кура, чĕрчунсен чĕрнине, урине тĕрĕс палăртмалла. Динозаврсене юрăхлă апат памалла. Шăршăпа тĕрлĕ ÿсен-тăрана палласа илмелле. Ачасем кунта вăхăт иртнине те сисмеççĕ. Тĕп хулари 39-мĕш шкулта вĕренекенсем тĕлĕнмелипех тĕлĕннине палăртаççĕ.

Чаплă курав Чăваш Наци музейĕнче кăрлачăн 31-мĕшчен ĕçлет. „Чĕрĕ уроксем“ проект йĕркелÿçисем вара ачасем валли çитес çул мĕн кăсăкли хатĕрлесси пирки халех шутлаççĕ.