Чирлĕ ачасене пулăшас тĕллевпе Аня Чижова ячĕллĕ ыркăмăллăх фончĕ Çĕнĕ Çул умĕнхи акци пуçарнă

Хастарсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене тимлĕх уйăраççĕ: укçан е мĕн те пулин туянса пулăшаççĕ. Акцие урăхла майпа та хутшăнма пулать. Мĕнле? Вероника Павлова каласа кăтартать.

Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова

Шупашкарти ача-пăчан 3-мĕш поликлиникин паллиативлă уйрăмĕнче тĕрлĕ çулти ачасем сипленеççĕ. Вĕсем пурте йывăр чире хирĕç кĕрешеççĕ. Чылайăшĕн амакне пĕтĕмпех çĕнтерме кăткăс пулин те, тухтăрсем ыррине ĕненеççĕ. Эрнере темиçе хут кунта ыркăмăллăх фончĕн хастарĕсем хăнана килеççĕ. Вĕсем ачасемпе вăхăта усăллă ирттереççĕ.

Музыка кăмăл-туйăма çĕкленипе пĕрлех чире çĕнтерме пулăшать, тет Марина Французова. Юрă-кĕвĕ инсульт хыççăн ура çине тăма пулăшнă тĕслĕх те сахал мар. Европăра чирлĕ çынсене эмелпе пĕрлех музыка урокĕсене те сĕнеççĕ. Пирĕн çĕршывра хальлĕхе çакă аталанман-ха. Пĕртăван Тимурпа Костя та тĕрлĕ инструмент калама юратаççĕ. Кĕçĕнни тухтăр пулма ĕмĕтленет. Асли пазл пуçтарма кăмăллать. Ачасене амăшĕ хавхалантарсах тăрать – вăл кунĕн-çĕрĕн пĕрле.
Арçын ачасем чире парăнасшăн мар. Хĕл Мучирен сывлăхсăр пуçне парне кĕтеççĕ. Ыркăмăллăх фончĕн хастарĕсем сĕнÿсене шута илеççĕ. Пурĕ республикăра 300 ытла йывăр чирлĕ ача. Вĕсене тĕрлĕ медицина хатĕрĕпе тивĕçтермелле. Пĕлтĕр ырă çынсем пулăшнипе 565 пин тенкĕ пухнă. Кăçал та унтан сахал мар пуласса шанаççĕ. Тĕрлĕ хула-района парнесене çитерме вара волонтерсем пулăшаççĕ. Çын хуйхине чĕре çывăхне илсе ырă ĕç тăвакансем пулни – çакă хăйех асамлăх мар-и?