Академи драма театрĕнче Раççей, Чăваш халăх артисчĕн Нина Григорьеван юбилей каçĕ пулчĕ

Театра кăмăллакансем, ӳнер ăстисем, артист юлташĕсемпе ентешĕсем  чунтан тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç сцена ăстине. Çав йышра пирĕн корреспондент Александр Осипов та пулчĕ.

Александр Осипов, Владимир Синдеев

Тĕлĕнмелле артист, тĕлĕнмелле çын, чăваш арăмĕ Нина Григорьева. Вăл калăпланă сăнарсене тӳрех ас илсе каласа та тухаймăн. Вăхăт инçетĕнчен пăхсан тĕп сăнар - чăваш хĕрарăмĕ. Амăшĕ, хĕрĕ е арăмĕ мар. Пĕтĕмĕшле чăваш арăмĕ. Ăна вăл пур енчен те тĕпчесе кăтартма пултарнă. Нина Григорьева сăнара кĕрсе вырнаçса вылямасть, ăна вăл чуна çывăх тума тăрăшать, вара вăл ун вăйĕпе пилленсе тухать те хăй тĕллĕн пурăнать. Çавăнпа пулĕ эпир, куракансем, ăна ялан шанатпăр. Мĕн чухлĕ роль вылянă вăл. 1961 çулта иккĕмĕш чăваш студийĕ Мускаври театр институтĕнчен таврăнсан Шекспирăн Хусанкай куçарнă «Ромеопа Джульетта» чи паллă спектакль пулнă. Унтанпа театр тем тĕрлĕ хайлав та лартнă, нумайăшĕнче - Нина Григорьева тĕп сăнарта.

Салам сăмахĕпе сцена çине чи малтан театрăн тĕп режиссёрĕ, Нина Григорьевапа пĕрле вĕреннĕ Валерий Яковлев тухрĕ. «Сцена çинче паллă сăнарсем калăпланисĕр пуçне вунă çул Нина Григорьева Чăваш Республикин Театр деятелĕсен союзне ертсе пычĕ. Çак вăхăтра Союз пулăшнипе вунçичĕ артист çемйи хваттерлĕ пулчĕ»,- терĕ вăл çав артистсен ячĕсене пĕлтерсе. Нина Ильиничнана куракансем кăна мар, пĕрле ĕçлекенсем артистсем те питĕ юратаççĕ. Пуян та черчен чунĕ пурне те ăшăлăх варкăшĕпе пиллеме вай çитерет.

Нина Григорьева пултарулăхĕнчи тепĕр тĕлĕнмелле пулăм ― вăл сăнарлама пултарайман çын çукки. Классикăра вăл Шекспирпа Островскирен пуçласа çирĕммĕш ĕмĕрти çыравçăсен хайлавĕсем тăрăх лартнă спектакльсем таран вылянă. Чингиз Айтматовпа Мустай Карим хайлавĕсенчи сăнарсене Григорьева калăплани театр хрестоматине яланлăх кĕрсе юлнă. Чăваш драматургĕсемпе çыравçисен пьесисенче те вăл ялан тенĕ пекех тĕп сăнарсенче. Çавах çак йышра та куракан нимрен ытла хакланни пур.
Григорьева калăпланă хĕр арăмсем çав тери тĕрлĕ характерлă пулсан та пурте этемлĕхпе, чунлăхпа çиçсе тăраççĕ. Юбилей каçĕнче Нина Григорьева Наталья Сергеева режиссёр лартнă «Чикагори кукаçин пурлăхĕ» ятлă хальхи камитре ват хĕрарăма сăнарларĕ. Кунта та вăл хăй вырăнĕнче, халĕ те ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. Нина Григорьева пултарулăхĕпе киленекенсен йышĕнче паян çамрăксем те сахал мар. Ун пултарулăхĕ илĕртет, унпа каллех тĕл пулас килет.