Чăваш Ен тата çĕршыв чысне хӳтĕлесе паралимп вăййисен чемпионĕ пулма ĕмĕтленеççĕ

Вĕсем пĕчĕккĕ тата сусăр пулсан та, чăн-чăн паттăр ятне тивĕç. Шупашкарти çуна çинче хоккейла вылякан ачасен ушкăнĕ çĕршыв шайĕнчи ăмăртуран 2-мĕш вырăн йышăнса таврăннă.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

Данил Болотаев следж-хоккей пирки икĕ çул каялла пĕлнĕ. Унтанпа хулари хăй пек сусăр ачасене пухса команда йĕркелеме шутланă. Çутă ĕмĕт çур çул каялла пурнăçланнă. «Это чудо» ыркăмăллăх фончĕ пулăшнипе Шупашкарта çуна çинче хоккейла вылякан ачасен секцине йĕркеленĕ.

Ушкăнра халĕ 11 сусăр ача. Нумай пулмасть, вĕсем Питĕр хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи хоккей лигинче тупăшнă. 10 команда йышĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. 16 çулти Иван Шестаков хапха хӳтĕлекен 3 вăйă харăс пĕр шайба та кĕрттермен. Турнирти „Чи лайăх вратарь“ ята тивĕçнĕ. Тапăнса вылякан Миша Козлов вара аллине сиктернĕ пулсан та, икĕ вăйăра ушкăнне мала тухма пулăшас тенĕ.

Миша халĕ гипспа çӳрет, операцине хатĕрленет. Алли суранланнине пула хоккейла выляймасан та, юлташĕсемпе пулма тăрăшать. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те яланах пĕрле.

Пĕчĕк хоккейçăсем ăмăртусене чăннипех те пысăк ĕмĕтсемпе хатĕрленеççĕ. Ушкăн ертӳçи Данил Болотаев, сăмахран, çĕршыври ачасен следж-хоккей ушкăнĕпе Канадăра иртнĕ «Крузерс Кап ― 2018» турнир çĕнтерӳçи пулнă. Халĕ юлташĕсене вăйлă пулма хавхалантарать. Хулари физкультурăпа спорт управленийĕ вĕсене аталанмашкăн «Спартак» стадионти пăр керменне уйăрнă. Кунта вĕсем эрнере икĕ хут тĕл пулаççĕ, йышне ӳстерсе пыраççĕ. Чи кĕçĕнни ― Демид Чурбанов, çуралнă чухне суранланнăскер, пилĕкрен аялалла ним те туймасть, çавах ăста хоккеист пуласшăн.

Çуна çинче хоккейла вылякан ачасем çитес çулхи ăмăртусене кĕтеççĕ. Хатĕрленӳ ĕçĕнче ыр кăмăллă çынсем пулăшасса шанаççĕ. Хальлĕхе секци «Это чудо» фонд пулăшнипе çеç тытăнса тăрать. Чăваш Ен тата çĕршыв чысне хӳтĕлесе паралимп вăййисен чемпионĕ пулма ĕмĕтленекенсене спонсорсем çунат хушма пултараççех.