Шупашкарта Сочире мала тухнă „Химик-Август“ ушкăна чысларĕç

Вăрнарти «Химик-Август» ушкăн Атăл тăрăхĕнчи футбол союзĕн первенствинче мала тухнă. Ку çĕнтерӳ районшăн кăна мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Спортсменсемпе тренерсене Пăр керменĕнче чысларĕç.

Елена Дмитриева, Вячеслав Ильин, Вадим Владимиров

Вăрнарсене Спорт министрĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Богаратов саламларĕ, малашне те пысăк çитĕнӳсем тума ăнăçу сунчĕ. Тĕл пулура футболистсене, тренерсене тата ушкăн ертӳçисене тав хучĕсем парса чысларĕç. Раççей шайĕнче тунă пысăк çĕнтерӳпе вăрнарсене çавăн пекех Атăл тăрăхĕнчи футбол союзĕн Президенчĕ Владимир Афанасьев саламларĕ. Вăрнар районĕнче çамрăксене спорта явăçтарас тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Поселокри спорт шкулĕнче чылай каччă ăсталăхне туптать, нумайăшĕ тĕп ушкăнта выляма ĕмĕтленет. Вĕсем хастар спортсменсенчен тĕслĕх илеççĕ. Сăмахран, 28 çулхи Роман Шалин кăçал 36 гол кĕртнĕ. Футболистсен малашнехи тĕллевсем те пысăк.

«Химик - Август» ушкăна ятарласа регионсем хушшинчи ăмăртусене хутшăнма 2018-мĕш çулта йĕркеленĕ. Пĕрремĕш вăйăсенчех спортсменсем хастар вылянипе палăрнă. Ака уйăхĕнче вăрнарсем республикăри ытти ушкăнсене çĕнтерсе суперкубок çĕнсе илнĕ. Унтан Сочире иртнĕ Раççей первенствинче мала тухнă.

Унта çĕршыври чи вăйлă 8 ушкăн хутшăннă. Çак çĕнтерӳ чăваш футболĕшĕн пĕрремĕш пысăк çитĕнӳ.