Çивĕч ыйтусене тимлĕхсĕр хăвармĕç

Паян Республика Пуçлăхне çынсем хăйсене канăç паман ыйтусене пама пултарчĕç. Чăваш Ен ертÿçи тĕрлĕ район-хуларан килнисемпе Раççей Президенчĕ йышăну пÿлĕмĕнче калаçрĕ.

Алиса Александрова, Семен Антонов

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç станцийĕнчен «Аниш» автоçул çине тухмалли лаптăка йĕркене кĕртмелле. Çак ыйтупа Вăрмарти Егоров ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Петр Алексеев çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ ку йывăрлăх пирки пĕлнине каларĕ. Район администрацийĕнче халĕ проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. Çула 2019-мĕш çулта юсама пуçласшăн. Ăна йĕркене кĕртме 42 миллион тенкĕ тăккалĕç.

Хĕрлĕ Чутайри Нина Романована «Çын тата çут çанталăк» таврапĕлÿ музейĕн шăпи пăшăрхантарать. Ку учреждени 1898-мĕш çулта пĕртăван Таланцевсен пуçарăвĕпе тунă çуртра 40 çул яхăн ĕçлет.

Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май, чутайсен «аваллăх арчине» хупăнма памĕç. Ăна тĕпрен юсама 7 миллион тенкĕ уйăрĕç. Ытларах пайĕ — федераци бюджетĕнчен килмелле.

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Акшикре пурăнакансене çуртсене шыв кĕртес ыйту канăç памасть. Республика Пуçлăхĕ çак пысăк ĕçе çитес çул тума палăртнине пĕлтерчĕ. 3 çухрăм шыв пăрăхĕсем хума 10 миллиард тенкĕ кирлĕ. Мĕн-пур ĕçе 2019-мĕш çулти чÿк уйăхĕнче вĕçлемелле. Таисия Иванова вара Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемре клуб çĕклес ыйтупа çитнĕ.

Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн, шелттемсене пăшăрхантаракан ыйтăва та çитес çул татса парĕç. 150 вырăнлă клуба раштав уйăхĕнче хута ямалла. Етĕрнери Смирновсен нумай ачаллă çемйи пурăнмалли кĕтес ыйтăвне татса парас шанăçпа килнĕ. 2010-мĕшĕнче черете тăнăскерсене çитес çул пуçламăшĕнчех хăтлă çурт-йĕре куçарассине пĕлтерчĕ Республика Ертÿçи. Ачасене çывхарса килекен уявпа саламласа парнесемпе савăнтарчĕç.