Хĕрлĕ Чутайра чи пултаруллă хунямапа кине палăртрĕç

Аслă ăрупа кĕçĕнни пĕр килте килĕштерсе пурăнни, пÿртре ача-пăча сасси янăрани илемлĕ. Авалтан килекен çак ырă йăлана халăх хушшинче çирĕплетес тесе Чăваш наци конгресĕн Хĕрлĕ Чутайри уйрăмĕ культура çуртĕнче „Чи пултаруллă хунямапа кинĕ“ ăмăрту ирттерчĕ.

Марина Карягина, Зоя Яковлева

Зал тулли халăх пуçтарнă уяв каçне „Пилеш“ ача садне çÿрекенсен фольклор ушкăнĕ уçрĕ. Ăна ертсе пыракан Надежда Гусельщикова воспитатель пĕчĕккисене кипкерен тăван чĕлхепе юрра-ташша юратса ÿстермеллине ăнланса ĕçлени сисĕнет. Ачасем куракансене сăвă каласа та, вăйă выляса савăнтарчĕç.

Хĕрлĕчутайсем пуçарнă ăмăртăва хутшăнма ĕмĕртен туслă пурăннă кÿршĕсем - Çĕмĕрлепе Муркаш районĕсенчи хунямасемпе кинĕсем те -  кăмăл турĕç. Вĕсен пултарулăхне хаклама наци конгресĕ çумĕнчи „Чăваш хĕрарăмĕ“ комитет пайташĕсем килнĕ.

Ăмăртăва йĕркелекенсем чăваш килйышĕнчи авалтан килекен ырă йăласене тĕпе хурса пурăнма, çемье ăшшине упрама пĕлекен хунямапа кинĕсен тĕслĕхĕпе ыттисене паллаштарассине мала хунă. Чи малтанах хунямасем кин кĕртнĕ саманта аса илчĕç. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси ял тăрăхĕнчен килнĕ Зоя Андреевна пулас кинне пĕрре курсах килĕштернĕ иккен – йăнăшман: 18-мĕш çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, Лариса Валериевна хунямăшне пилĕк мăнук çуратса парса савăнтарнă.

Ăмăртăва хутшăнакансем тăватă конкурсра пултарулăх кăтартса хăйсем чăн чăваш хĕрарăмĕ пулнине ĕнентерчĕç. Вĕсем пил сăмахĕсене те аса илчĕç, кĕтмен ыйтусене хурав пама та тавçăрулăх çитерчĕç, уяв илемне кÿмелĕх юрлама ăста пулнине те çирĕплетрĕç.

Чи тутлă апат-çимĕçе хăш çемье пĕçерме маçтăр-ши – ку енĕпе те пĕринчен тепри ăста. Пурте чăваш наци кухнин хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăма тăрăшнă. Тÿресене чи пултаруллисене палăртма питĕ хĕн, анчах кун пек чухне куракансемшĕн те, хутшăнакансемшĕн те кам мала тухни пĕлтерĕшлех мар.