Лăпкăлăха сыхлакансен яланах сывă тата вăйлă пулмалла

Шупашкарта Шалти ĕçсен министерствин тĕрлĕ тытăмĕнче тăрашакансен алă вĕççĕн çапăçмалли турнирĕ иртрĕ. Регионсем хушшинчи тупăшăва çĕршыври наркотике хирĕç кĕрешекенсен уйрăмне йĕркеленĕ куна халалланă.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Йĕрке хуралçисен вăйне тĕрĕслемелли турнир иккĕмĕш хут иртет. Унта Шалти ĕçсен мирнистерствин мĕнпур тытăмĕнче тимлекенсене явăçтарма тăрăшаççĕ. Тĕллевĕ ― пĕрре. Лăпкăлăха сыхлакансен яланах сывă тата вăйлă пулмалла.

Тупăшăва хутшăнма спортсменсем Атăл тăрăхĕнчи 11 регионтан килнĕ. Пĕтĕмпе 110 ытла çын. Пурте халиччен тĕрлĕ ăмăртура палăрнăскерсем. Эпир спортпа туслă пулнине кăтартассишĕн мар, хамăр ĕçре чăннипех те вăйлă пулассишĕн кĕрешетпĕр,- теççĕ вĕсем. Паллах, кашниех çĕнтерме ăнтăлать.

Йĕрке хуралçисен ăсталăхне ӳстерме пулăшакан турнир малашне йăлана кĕрес шанăç пысăк. Шалти ĕçсен министерстви ăна кашни çулах çак вăхăтра йĕркелеме палăртать.