Ялсенче „культура вучахĕсене“ чĕртес ĕç пырать

Иртнĕ 3 çулта Чăваш Енре 11 клуб тунă, тепĕр çурт çитес çул хута ямалла. Унсăр пуçне кăçал тĕрлĕ районта 33 культура çуртне юсанă. Шăмăршă районĕнчи палтиелсемшĕн клуб – кунта авалатан тĕпленнĕ тĕрлĕ халăх хăйне евĕрлĕхне упрамалли кĕтес пулса тăнă.

Ирина Николаева, Семен Антонов

Вырăнти артистсем кашни пушă самантпа усă курса тутар культурин фестивальне хатĕрленеççĕ. Унта çывăх ялсенчи ушкăнсемпе пĕрлех, Патăрьел районĕнчен тата Тутарстанри Çĕпрел тăрăхĕнчен хăнасем килмелле. Уява йĕркелекенсем пултарулăхĕпе ăсталăхне пур енлĕн уçса пама тăрăшаççĕ.

Палтиелсем уяв çĕнетнĕ культура çуртĕнче иртнишĕн кăмăллă. 55 çул каялла хута янă йывăç çурта кăçал тĕпрен юсанă. Ку тĕллевпе миллион та 240 пин тенкĕ усă курнă.

Патшалăх укçипе çавăн пекех сценăна тĕпрен юсанă, маччапа урайне улăштарнă. 5 çул каялла клуба хальхи йышши аппаратурăпа тивĕçтернĕ. Залри пукансене çĕнетме май килсен, культура çурчĕ пур енчен те хăтлă пулĕ.

Клуб ертӳçи кил-йышĕпех культура ĕçне явăçнă. Долговсен çемье ансамблĕ 25 çул каялла йĕркеленнĕ. Пĕр йыша чăмăртаннă чăвашпа ирçе тăван халăх юррисене манăçа кăларма паман. 2 хĕрĕ те хастар пулăшса пыраççĕ. Юратнă ĕçĕ Татьяна Николаевнăна нумай пулмасть мăшăрне ĕмĕрлехе çухатнине те чăтса ирттерме вăй-хал парать. Культура çуртĕнче пĕтĕмпе 11 пĕрлешÿ ĕçлет: ачасемпе аслисен хорĕсем, тĕрлĕ халăх ансамблĕсем, театр ушкăнĕ. Хастар ял çыннисем, уйрăмах вĕрентекенсем, культура вучахне «сӳнме» памаççĕ.

Çакăнтах вырнаçнă библиотека та клуб ĕçĕпе тачă çыхăннă. Çурт тăррине улăштарсан, кунти фонд тинех типтерлĕ упранĕ. Ял вулавăшĕнче тĕрлĕ чĕлхепе кăларнă 10 пин ытла кĕнекепе хаçат-журнал. Минзия Мухутдинова библиотекарь хальхи ачасене вулавăша пултарулăхпа илĕртме пулать, тет.

Мĕнле халăх çынни тата хăш Турра ĕненнине пăхмасăр пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ палтиелсем. 4 ĕмĕр каяллах кунта 3 халăх тĕпленнĕ: 70 проценчĕ - тутарсем, чĕрĕк пайĕ - чăвашсем, ыттисем - ирçесем. Кунта пурăнакансем кашни халăх малашлăхĕшĕн хăйсем яваплине туяççĕ.