Иван Яковлев акнă вăрлăх вăйсăр мар

Чăваш Енре Иван Яковлев Çулталăкне пĕтĕмлетрĕç. Ăна кăçал аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă. Тăван çырулăха никĕслекене сума сăвакансем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пухăнчĕç.

Надежда Александрова, Владимир Тимофеев, Екатерина Янгалакова

Чăваш халăхне çутта кăлараканне халалласа кăçал пилĕкçĕре яхăн ĕç-пуç ирттернĕ. Вĕсене хамăр республикăра çеç мар, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсенче, Питĕр тата Мускав хулисенче йĕркеленĕ. Вăл шутра культура тата вĕренӳ проекчĕсем, регионсем хушшинчи тата республика шайĕнчи фестивальсем.

Пĕтĕмлетӳ уявне районсемпе хуласен, обществăлла организацисен хастарĕсем, вĕренÿ тата культура учрежденисенче ĕçлекенсем пуçтарăннă. Сцена çинче Яковлев Çулталăкĕн ĕç-хĕлне хастар хутшăннисене, тĕрлĕ конкурспа олимпиада çĕнтерӳçисене, просветитель пирки каласа кăтартнă чи лайăх радио тата телекăларăмсен авторĕсене чысларĕç.

Пухăннисене çавăн пекех Яковлевăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă куравпа, „Чăвашкино“ хатĕрленĕ фильмпа паллаштарчĕç. Пултарулăх ушкăнĕсем чăваш улăпĕпе çыхăннă чи лайăх ĕçсене кăтартрĕç.

Иван Яковлев çулталăкĕ вĕçленсе пырать пулин те, унăн эткерне упраса аталантарассипе çыхăнна ĕç-хĕле тăсассине палăртрĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕр акса хăварнă вăрлăх вăйсăр мар. Малашне те унăн халалĕпе килĕшÿллĕн пурăнасчĕ, терĕç.