Пÿрт лартнă, çĕр уйăрнă, прописка та пур, анчах пурăнма куçаймаççĕ

Çакăн пек йывăрлăха Красноармейскинче пурăнакан нумай ачаллă çемье çакланнă. Вĕсен çуртĕнче çутă та, газ та çук.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

2015 çулта 3-мĕш ача çуралсан Алексеевсене район администрацийĕ çĕр уйăрса панă. Хĕвелтухăç микрорайонĕнчи 12 сотый лаптăк çинче çамрăк çемье тăхтаса тăмасăр çурт çавăрма пуçланă. Ăна пĕлтĕр туса пĕтернĕ, çапах та хăтлă пÿртре пурăнаймаççĕ.

Сивĕре çурт ăшчикĕ пăсăласран, кил хуçи пÿлĕмсене бензогенератор хăвачĕпе ăшăтать. Унăн вăйĕ çителĕксĕр пулнăран, газ кăмаки çумне баллон сыпăнтарнă. Çакă питĕ тăкаклă, тет Валерий Алексеев. Çурта ăшăтма талăкне кăна 2 пин çурă тенкĕ тухса каять. Вутпа хутмалли кăмака пулни çеç кăштах çăмăллăх парать. Хăйĕн нушипе арçын район администрацийĕнче те пулнă, ушкăнпа та çыру çырнă. Мĕншĕн тесен кунта 20 ытла çемьене çĕр уйăрнă. Татăклă хурав кĕтсе илейменнипе прокуратурăна çул тытнă.

Район администрацийĕнче çивĕч ыйту пуррине пытармарĕç. Хĕвелтухăç микрорайонĕнче 8 урамран 3-шĕнче çутă кĕртме пуçланă. Çитес çул электричество тепĕр 5 урама çитмелле. Çавăн пекех çуртсене „кăвак çулăмпа“ тивĕçтересси пирки те шутлаççĕ.

Ĕç кал-кал пырсан, çитес çулла Хĕвелтухăç микрорайонĕнчи пур урама электричество çитмелле. Газ вара 2019 çул вĕçĕнче кĕртме тĕллев лартнă.