Шупашкарта „ЮниорПрофи“ республика чемпионачĕ иртрĕ

Виçĕ кун шкул ачисем робототехника, прототипировани, журналистика, хими анализĕ тата ытти енĕпе вăй виçрĕç. Пĕрремĕш хут кăçал çамрăк агрономсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.

Екатерина Фомина, Семён Антонов

Инструктаж тухмалла, халат, маска, перчетке тăхăнмалла - çамрăк агрономсем йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ. Кашнин ĕçне эксперт сăнаса тăрать. Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Красноармейски районĕсенчен тата Шупашкарти «Кванториум» технопаркран килнĕ пилĕк ушкăн тупăшать.

Унччен маларах вара акма-лартма тăпра хатĕрленĕ, ун нÿрĕлĕхне, йÿçеклĕхне палăртнă. Шкул ачисем ÿсен-тăранри нитрат шайне те виçрĕç. Ăна пĕлни азотлă удобрение тĕрĕс те виçеллĕ хывма пулăшать. Çамрăк агрономсен традесканци, фиалка чечекĕсен тата салат çулçисене тĕпчемелле пулчĕ. Конкурса хутшăнакансенчен ытларахăшĕ агрокласра пĕлÿ илет. Çавна май ку чемпионата хутшăнма вĕсене уйрăмах кăсăк.

Трак шкулĕнчен килнĕ Анастасия Пакова та агрокласра вĕренет. Хими, биологи предмечĕсемпе тарăн пĕлÿ илнипе пĕрлех вăл ыттисемпе танах ял хуçалăхĕнчи специальноçсемпе те çывăхрах паллашать.

Республикăра агроклассем 2016 –мĕш çултанпа ĕçлеççĕ. Халĕ вĕсем кашни районтах пур. Сăмах май, кăçал унта пĕлÿ илнĕ 23 çамрăк академине вĕренме килнĕ. Шкул ачисене валли çакнашкал конкурс йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

ЮниорПрофи республика чемпионатне кăçал 100 ытла шкул ачи хутшăнма кăмăл тунă. Пĕрремĕш класа тин кайнисем валли те ятарлă фестиваль йĕркеленĕ. Унсар пуçне професси ăсталăхĕн урокĕсене те ирттернĕ.