Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче чăваш юрри янăрарĕ

Чăваш халăх юрăçи, тăван еткере пухса упракан Ираида Вдовина çуралнăранпа кăçал 105 çул çитрĕ. Юбилее халалласа республикăмăрти халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иккĕмĕш хут чаплă тупăшу йĕркелерĕç.

Александр Осипов, Зоя Яковлева

Ираида Вдовина туса хаварнă ĕç пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Ăна вăл кам та пулин хушнипе мар, чунĕ ыратнипе тунă. Тăван йăла-йĕркепе юрă-ташăсене çамрăк ăрăва парса хăвармасан, вĕсем пĕтсе ларассине вăл, шкулта вĕрентекен пулнине кура, лайăх пĕлнĕ. Çавăнпа та Вдовина туса хăварнă ĕçе халăх тивĕçлипе хаклать. Конкурсра кăна мар, ун хыççăн та пухăннисем паллă фольклорист кĕнекисенчи юрăсене йышпа пĕрле шăрантармасăр чăтаймарĕç.

Хальхинче Вдовина ячĕллĕ тупăшăва Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ. Тӳресене ертсе пыма унăн вице-президентне Анатолий Ухтиярова шаннă. Халиччен ирттернĕ конкурссенчен уйрăлса тăракан çĕнĕлĕхсем, номинацисем пулни тупăшу сĕмне улăштарчĕ. Вдовина пултарулăхĕнче ача-пăча жанрĕ пысăк вырăн йышăнать. Унран нумай ку енĕпе никам та ĕçлемен. Тупăшусенче вара ача-пăча курăнмарĕ. Çакă ачасен хăйсен тупăшăвĕсем пуррипе çыхăннă пулин те, урăхла шухăшлакансем те пур.

25 фольклор ушкăнĕ тухрĕ сцена çине хальхинче. Тюменьтен «Тăван» ушкăн килнĕ. Çĕнĕлĕхсенчен Роза Степанова йĕркеленĕ ал ĕç куравне тата Светлана Асамат пухса хатĕрленĕ кĕнеке куравне палăртмалла. Тюмень хăнисем çавра сĕтел тавра пухăнса ыттисене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, инçетри чăвашсене тăван культурăпа çывăх пулма мĕн чăрмантарни çинчен калаçрĕç. Паллă фольклорист Зинаида Козлова çак юхăмра мĕн çитменнине палăртрĕ.