Ăмăртнипе пĕрлех çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç

Cусăрсен Пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа Афганистан вăрçă инваличĕсен республикăри пĕрлешĕвĕ спартакиада ирттерчĕ. Пухăннисем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнипе пĕрлех кулленхи пурнăçра канăç паман ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Леонид Петров, Николай Семенов

Коопераци институчĕн спорт залне Афганистан, Чечен вăрçисенче тата ытти хĕрÿ точкăра пулнă салтаксем, сусăрсем пуçтарăнчĕç. Паян пĕрлешÿре 600-ре яхăн çын. Вĕсене пурне те тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани çыхăнтарать. Евгений Касьянова 1993-мĕш çулхи кĕркунне çара кайма ят тухнă. Салтак пуличченех 600 ытла хут парашютпа сикнĕ каччăна, паллах, десантниксен ретне илнĕ. Çамрăк Абхази республикине лекнĕ. Унтан миротворец пулса Сараево хулине çитнĕ. 1995-мĕш çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăл йывăр аманнă. 3 госпитальте сипленсе киле çулталăкран 1-мĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă. Чунĕпе хуçăлман арçын 20 çул каялла ухăран перессипе кăсăкланса кайнă. Халĕ вăл çак спорт енĕпе çĕршыв чемпионĕ. Çавăн пекех обществăлла ĕçре хастар.

Евгений Цветков вара 2009-мĕш çулта Чечен республикинче çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра аманнă, сусăр тăрса юлнă. Çапах та пуçне усман.

Республикăра сусăрсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăл шутра ĕçпе тивĕçтермелли тата «Доступная среда» программăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Обществăлла организаци Чăваш Енĕн ĕçлев министерствипе çыхăнса кăçал 13 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. Паллах, йывăрлăх çук мар.

Çавăн пекех инвалидсен пурăнмалли майĕсене лайăхлатасси пирки те шутлаççĕ пĕрлешÿре.

Ветерансем спартакиадăра тупăшса çирĕп кăмăллă пулнине кăтартрĕç. Кулленхи кăткăс ыйтусене вăхăтлăх манса волейболла, тенисла, шашка-шахмăтла вылярĕç.