Хăмăшсем ял уявне паллă турĕç

Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялне никĕсленĕренпе 225 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа вырăнти халăх уяв йĕркелерĕ.

Алексей Енейкин, Владимир Смирнов

Ялăн çавра çулне культура çуртĕнче паллă турĕç. Уява юнашарти Услапа, Кивьял, Çĕньял, Мачамăш, Нурăс тата Кăмпал ялĕсенчи хăнасем, ытти район-хулара пурăнакансем хутшăнчĕç. Малтанах кулленхи ĕçре çитĕнӳ тăвакансемпе яла пулăшакансене тав хучĕсемпе чысларĕç, юрă-кĕвĕ янăратрĕç.

Пысăках мар ялта халĕ 105 хуçалăх. Вĕсенче 170-е яхăн çын пурăнать. Кĕçĕн классен шкулĕ, колхоз ĕçлет. Хăмăшăн 225 çулхи юбилейĕ тĕлнĕ кунти хастарсем документлă фильм та хатĕрленĕ. Унта ялăн историйĕпе паянхи кун-çулне тĕплĕн çутатнă. Хăмăшсем чăнласах паллă ентешĕсемпе мăнаçланаççĕ. Вĕсен йышĕнче аслă пĕлӳ илнисем кăна 500 ытла çын: контр-адмирал, виçĕ контрразведчик, çар летчикĕсем, вуншар аслă офицер, 5 çыравçă, паллă çĕр ĕçченĕсемпе çĕршыв шайĕнчи мухтава тивĕçнĕ ытти паттăрсем.

Çитес вăхăтра ялта истори музейĕ уçма шутлаççĕ. Пĕрремĕш экспонатсене уяврах парнелекенсем пулчĕç.