Питĕртен çĕнтерÿпе таврăннă

Пĕтĕм тĕнчери каратэ конфедерацийĕн республикăри пĕрлешĕвĕн хастарĕсем хăйсен ăсталăхне сумлă турнирта çирĕплетрĕç. Питĕрте иртнĕ тĕнчери уçă чемпионатра Чăваш Ен команди 10 ылтăн, 5 кĕмĕл тата 8 бронза медаль çĕнсе илчĕ.
 
Надежда Александрова, Вячеслав Ильин  

Нева çинчи хулара иртнĕ пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва Раççейри «Ве-Ка-Це» каратэ федерацийĕнче пултарулăхне туптакансем кăна мар, Латвири, Казахстанри тата Индири спортсменсем те хутшăнчĕç. Чăваш Ен чысне 30 атлет хÿтĕлерĕ. Пĕрремĕш медале Владимир Михеев çĕнсе илчĕ. Вăл ката енĕпе хĕрӳ тупăшура палăрчĕ. Финалта Тĕнче Кубокĕн çĕнтерӳçи Владимир Михеев тата Йошкар-Олари Иван Старыгин пĕрешкел очко пухрĕç. Хушса панă вăхăтра та  лару-тăру улшăнмарĕ. Çавăнпа ылтăн медале кама парассине тĕп тÿрен татса пама тиврĕ. Вăл - Владимир Михеевăн тренерĕ Алман Тимофеев.  Çавăнпа сăмах ан пултăр тесе пулĕ çĕнтерÿçĕ Йошкар-Ола каратисчĕ тесе йышăнчĕ.  
  
Тĕп хулари 4-мĕш гимназири виççĕмĕш класра вĕренекен Владимир Михеев çав-çавах пьедесталăн чи çӳллĕ картлашки çине хăпарма пултарчĕ. Вăл пĕр ушкăнри Роман Неофидовпа, Егор Доровскихпе тата Даниил Евстратьевпа кумитэ финалĕнче çĕнтерчĕ. Кĕçĕннисен тĕслĕхĕ аслисене те хавхалантарчĕ. Катара чи лайăххисем пирĕн Дмитрий Вязовпа Людмила Григорьева пулчĕç.

Çавăн пекех пирĕн Илья Доровских, Даниил Евстратьев, Владимир Никитин, Максим Якимов, Татьяна Карзакова тата Сергей Петров кумитэ енĕпе пĕрремĕш выран йышăнчĕç.