Раççей Центрсоюзĕн анлă ларăвĕ Шупашкарта иртрĕ

Хамăр тăрăхра туса илнĕ продукцине мĕнле упрамалла? Кооперацисен ĕçне мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртмелле? Çак ыйтусене Раççей Федерацийĕн Центрсоюзĕн Шупашкарта иртнĕ анлă ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров

Чăваш Ене 50 ытла регионтан потребительсен союзĕсен ертӳçисем пуçтарăнчĕç. Пĕрремĕш кунне хăнасем республикăри Потребсоюзăн логистика центрĕнче пулса курчĕç. Кунти продукцие Чăваш Енри тĕрлĕ районти 1000 лавккана çитерсе параççĕ. 5 çул каялла центрти ĕçе автоматизациленĕ.

Унтан потребительсен союзĕсен ертӳçисем Муркаш районĕнчи суту-илӳ çурчĕсен тата апатлану предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе палллашрĕç. «Чăвашпотребсоюз» Раççей шайĕнчи ăмăртусенче тăтăшах çĕнтерет. Çĕршывра вăл малтисенчен пĕри. Ытти регионсенче ĕçлекенсене кăтартмалли республикăра чăннипех те нумай. Предприятисем ăнăçлă ĕçлеççĕ, паха тавар туса кăларнипе пĕрлех, халăха ĕçпе тивĕçтереççĕ. Ял çыннисене харпăр хăй хуçалăхĕнче туса илнĕ апат-çимĕçе вырнаçтарма пулăшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Потребительсен пĕрремĕш Кооперацийĕ Чăваш Енре 1893-мĕш çулта никĕсленнĕ. Паян Чăвашпотребсоюза 20 пĕрлешӳ кĕрет. Унта 6 пин ытла çын ĕçлет. Тĕл пулура Центрсоюз хатĕрленĕ çĕнĕ проектсемпе, кооперацисем хăйсен продукципе паллаштарчĕç. Регионти потребительсен союзĕсене пĕрлештерекен пĕр тытăм йĕркелес пирки сăмах хускатрĕç. Çак ĕçре кооператив институтĕнче вĕренекенсем те пулăшма хатĕр. Студентсем каланă тăрăх, паян пĕрлешӳсен ĕçе интернетра йĕркелеме вĕренмелле, сайтсем хатĕрлемелле.

Ял хуçалăхĕнче туса кăларакан паха продукцие малашне те çынсем патне вахăтра çитерме тăрăшмалла. Потребительсен кооперацине аталантарма çирĕпленсе çитнĕ йăласене пăхăнмалла тата инноваци технологийĕсене анлă усă курмалла, палăртрĕç тĕл пулура.