Паллă музыкант – Шупашкарта

2-мĕш ӳнер шкулĕнче Мускавран килнĕ çамрăк сĕрме купăсçă Даниил Коган пулас музыкçăсемпе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Урок мĕнле иртнине Александр Осипов корреспондент кайса курнă.

Александр Осипов, Вадим Владимиров

Даниил хăй те çав тери çамрăк, хăй те тин кăна Мускав консерватори студенчĕ, аспиранчĕ пулнă, тĕрлĕ конкурс лауреачĕ. Çавах та тĕрлĕ хулара ытти профессорсен ачисене итлесе сĕнӳсем пама, ăсталăха хаклама хăюлăх çитерет. Çак хĕр ача калани пирки: «Тин кăна эпĕ ку хайлава Хусан консерватори студенчĕ янратнине итлерĕм, эсĕ шкул ачи пулсан та, унран самай лайăхрах калатăн» - терĕ. Даниил Коган Шупашкара Чăваш театрне хайĕн концертне кăтартма килнĕ. «Эпĕ официаллă мелпе халлĕхе ниçта та ĕçлеместĕп-ха. Çавăнпа та мана чĕнсен, ачасене итлеме эпĕ савăнсах килĕшетĕп. Çамрăксемпе тĕл пулма питĕ кăсăклă, мĕншĕн тесен вĕсен ăсталăхне пĕлсен, хула культурипе паллашма пулать. Тата хамăн пек çамрăксене итлесе, тĕкĕр çинче курнă пек, нумай япалана вĕсенчен вĕренетĕп»,- тет. «Кун пек чухне вĕсен ăсталăхĕпе талантне эпĕ шута та илместĕп. Музыка çине айккинчен пахатăп»,- тет çамрăк музыкçă. Даниил - Совет Союзĕ вăхăтĕнчи тĕнчипе палла сĕрме купăсçă, профессор, Совет Союзĕн ĕç Геройĕ Григорий Коган мăнукĕ. Ун çемйинче пурте музыка калаççĕ. Çамрăк музыкçă вĕрентнине курма сĕрме купăсçăсем мĕнпур Шупашкартан пухăннă, ун сĕнĕвĕсене хавхаланса йышăнчĕç.

2-мĕш ӳнер шкулĕ кăçалтан çĕнĕ çурта куçнă. Халĕ кунта вĕренме те, ĕçлеме те питĕ меллĕ. «Пирĕн ӳнер академийĕ» теççĕ ăна шкула çӳрекенсем. Марина Крыжайкина директор хăйсен шкулне чаплă та сумлисен йышне кĕртес тесе нумай вăй хунă. «Халĕ пирĕн халиччен вăй çитереймен проектсене пурнăçлама май пур. Çак самантра иртекеннине «Хавхалану кӳретĕп» тесе ят патăмăр. Хамăр патăмăра искусствăн паллă çыннисене чĕнме тăрăшатпăр», - терĕ.