Патăрьелти Тарасовсем хăйсен ывăлĕсене ÿстерсе тепĕр виçĕ хĕрача усрава илнĕ

Çитес вырсарникун пирĕн çĕршывра Анне кунне паллă тăваççĕ. Патăрьелĕнчи Лидия Тарасова хăйĕн 2 ывăлне çитĕнтерсе тепĕр 3 хĕр пĕрчишĕн анне пулса тăнă. Паллах, мăшăрĕ Анатолий Николаевич ун шухăшне ырласа çемьешĕн пур енĕпе те тĕрек пулса пулăшса пынă.

Ирина Николаева, Семен Антонов

Пĕрин вырăнне харăсах 3 хĕрача усрава илнĕ. Лидия Тарасова çамрăклах йывăр лару-тăрăва лекнĕ пĕчĕк этеме çĕнĕ пурнăç парнелеме хăйне сăмах панă. Тăван амăшĕ ĕçке ернине пула Шупашкар районĕнчен ача çуртне лекнĕ пĕртăвансене курсан, иккĕленсе тăман. Çапла майпа 10 çул каялла Комиссаровсем Тарасовсемпе пĕр çемьене чăмăртаннă. Икĕ ывăл ура çине тăратнă Лидия Минюлловнăпа Анатолий Николаевич халĕ кил-çурт ача сассипе тулнăшăн хĕпĕртеççĕ.

Çĕнĕ çемьене килнĕ чух хĕр ачасенчен кĕçĕнни - София 2 çулта, вăтамми Диана 4—ра, асли Камилла -5 ре пулнă. Пĕртăвансем вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, музыка шкулĕнче ăсталахне туптаççĕ, бассейна ишме çӳреççĕ. Çав хушăра кил хуçалăхра ашшĕ-амăшне пулăшма та çаврăнăçулăх кирлĕ. Хĕр ачасенчен 2-шĕ пиччĕшĕсем пекех хăйсен пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн, пĕри парикмахер пулма ĕмĕтленет. Усрава илнĕ ашшĕпе амăшĕ хĕр ачасем пурнăçра хăйсене тупма пултарччăр тесе тăрăшаççĕ.

Хĕр ачасен пиччĕшĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Асли - Николай хăй çемье çавăрса мăшăрĕпе 2 ача çитентерет. Кĕçĕнни Сергей салтаркан таврăнса ĕçе кӳлĕннĕ. 2 ывăл çитĕнтернĕ Лидия Минюлловнăпа Анатолий Николаевич хĕр ачасене тимлĕх ытларах панине палăртаççĕ. Тата, паллах, хĕрупраç капăр тумланма кăмăллани тӳрех сисĕнет. 34 çул пĕрле пурăнса 5 ача çитĕнтерни - хальхи саманара уйрăм тивĕç.

Ытти уявсемпе пĕрле çак кил-çуртра уйрăм кун пур. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕсем пĕр çемье пулса тăнă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, ун чухне пысăк йыш кĕрекене пуçтарăнать.