Хула депутачĕсем Шупашкарта сатиксем тунă çĕрте пулса курчĕç

Чиновниксем республикăра социаллă пĕлтерешлĕ çуртсене тунă çĕрте ĕç-хĕл еплерех пынине сăнасах тăраççĕ. Хальхинче Шупашкар депутачĕсем «Соляное» тата «Кувшинка» микрорайонсенчи лару-тăрупа паллашрĕç. Унта сатиксем çĕкленеççĕ. Подрядчиксем хальлĕхе вăхăтпа ĕлкĕрсе пыраççĕ. Анчах укçа-тенкĕ енчен чăрмавлă.

Алиса Александрова, Евгения Зиновьева, Михаил Солин

«Соляное» микрорайонти ача сачĕн никĕсне çулла хывнă. 4 уйăхра 3 хутлă çурт ÿссе ларнă. Сатикре 220 ача вырнаçмалăх 10 ушкăн пулĕ. Çывăхра пурăнакансем ăна хута ярасса тем пекех кĕтеççĕ. Подрядчик каланă тăрăх, ĕçĕн 70 процентне тунă. Çывăх вăхăтра ăшă кĕртсе шалти ĕçсене пуçласшăн. 2019-мĕш çулти çĕртме уйăхĕнче пĕчĕккисене йышăнма хатĕр пулмалла çуртăн. Подрядчик шанчăклă, кунта ăшă пăрăхĕсем илсе çитерессипе сиксе тухнă чăрмавсем çеç кăштах «ура хунă». Апла пулин те ĕçе хăй вăйĕпе пуçланăскер, сăмахне тытасса шанаççĕ депутатсем. «Кувшинка» микрорайонти объекта та строительсем хăйсен укçи-тенкипе тума пуçланă. Авăн уйăхĕнче ĕç пуçланнă кунта. Килĕшÿ хакĕ — 140 миллион тенкĕ, пĕрре-виççĕмĕш пайĕ — федераци субсидийĕ. Подрядчик хăйĕн укçипе темиçе миллион тенкĕлĕх ĕç тунă, анчах çак укçана тавăрса парасса чылайранпа кĕтет. Депутатсем ыйтăва çак кунсенче татса пама шантарчĕç. Йывăрлăхсем пур пулин те, ĕç чарăнса ларман. Сатике çитес çул утă уйăхĕнче хута ямалла. Депутатсем хулара çĕкленекен тепĕр 8 сатике çитсе курма палăртрĕç. Çĕнĕ учрежденисене хута ярсан, 2019-мĕш çулта 2 çултан аслăрах ачасене вырăнпа тивĕçтерсе çитерĕç. Çавăн пекех çак кун чиновниксем хулара пурăнакансем кăмăлсăрланнипе çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи иккĕлентерекен çурт патне çитрĕç. Тĕрĕссипе çак çĕрĕн пĕр пайĕ усламçăсем валли, тепри автотранспорт лартмалли вырăн пулмалла. Анчах 60 тваткал метр çĕре хăйне кирлĕ пек усă курас текен тупăннă.

Çывăх вăхăтра экспертиза ирттерсе хула администрацийĕн муниципаллă тĕрĕслев управленийĕ çак ĕçе суда парĕ. Петров урамĕнчи çурта тăвасси вăраха кайни те депутатсене вырăна çитсе тĕрĕслеме хистерĕ. 2017-мĕш çулти раштав уйăхĕнче туса пĕтерме шантарнă ăна, анчах халĕ те вĕçлемен. Подрядчик çитес раштав уйăхĕнче çурта хута яма сăмах пачĕ.