Шупашкарти пăр керменĕнче çуллахи тата кĕркуннехи ăмăртусенче пысăк çитĕнӳсем тунă спортсменсене чысларĕç.
Елена Дмитриева, Виктор Степанов
Малтанах физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Богаратов пухăннисене тав турĕ, малашне те пысăк çитĕнӳсем тума сĕнчĕ. Чăваш спортсменĕсем Тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче кашни çулах палăраççĕ. Алексей Германов аэробика енĕпе Португалире иртнĕ Тĕнче чемпионатĕнче ылтăн, Болгарире Тĕнче Кубокĕнче пăхăр медальсене тивĕçнĕ. Алексей Олимп резервĕн 6-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптать. Шупашкарти «Энергия» спорт шкулĕнче вĕренекен Полина Петухова кикбоксинг енĕпе Европа Кубокĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Спортсменсенчен чи кĕçĕнни - Анастасия Иванова. 11 - ти хĕр ача Францире Европа первенствинче теннисла выляса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Самбистсем те пысăк çитĕнӳсемпе савăнтарнă. Грузире иртнĕ Тĕнче первенствинче Анастасия Кириллова ылтăн, Регина Миндубаева кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.
Ăмăртусенчен сусăрсем те çитĕнӳсемпе таврăннă. Сергей Абозин, Николай Волков тата Виталий Зудов Турцире армспорт енĕпе Тĕнче чемпионатĕнче малти вырăнсене йышăннă.