Вăрнар районĕнчи Туçи Мăрат шкулне уçнăранпа 125 çул çитрĕ

Çак ятпа унта ыран уяв пулать. Юбилей тĕлне вĕренÿ учрежденийĕ мĕнле парнене тивĕçнĕ тата шкула пĕтерекенсем ытларах мĕнле ĕç суйлаççĕ – тĕплĕнрех сюжетра.

Екатерина Фомина, Семен Антонов

Истори учителĕ Пётр Золов Туçи Мăрат шкулĕнче 44 çул каялла ĕçлеме пуçланă. Ун кун-çулĕ пирки вăл никамран лайăх пĕлет - ятарласа архив докуменчĕсене тĕпченĕ. 1893 çулта уçăлнă шкулăн хăйĕн çурчĕ пулман. Учитель ачасене килĕнче вĕрентнĕ. Нумай çул иртсен çеç уйрăм пÿрте куçнă. Ку çуртра вара шкул 1970 çулта тĕпленнĕ. Ун сăн-сăпачĕ те улшăнсах пырать. Пĕлтĕр кивĕ чÿречесене çĕннисемпе улăштарнă, кăçал спорт залне юсанă. Çакна халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли программăпа усă курса тунă.

Çĕнĕ спорт залĕнче халĕ физкультура урокĕсене ирттерме те кăмăллă. Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ шкулта. Тăван çĕре, чĕлхене хисеплеме вĕрентеççĕ. Таврапĕлÿ музейĕнче, акă, урок ирттересси йăлана кĕнĕ. Пĕрле вĕренекенĕсем, хăнасем валли экскурсисене 6-мĕш класри Катя Петрова ирттерет.

Шел пулин те, вĕренекенсен йышĕ чакса пынине кура, халĕ вĕсем 35-ĕн, вунă çул каялла вăтам пĕлÿ паракан шкултан тăхăр класс вĕренмелли тунă. Çавах ку пуç усмалли сăлтав маррине учительсемпе ачасем ĕçпе çирĕплетеççĕ.

Хăйĕн вĕренекенĕсемпе шкул тивĕçлипе мухтанма пултарать. Сăвăç тата куçаруçă Иван Ивник çирĕммĕш çулсенче кунта пĕлÿ илнĕ. Нумай çамрăк çар ĕçне суйланă. Пётр Золов халĕ вĕсене халалласа стенд хатĕрлет.

Шкул ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шанатпăр, вăл яла илем кÿрет, - теççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. Унтан вĕренсе тухакансем вара ырăпа çеç палăрччăр.